Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатра çырман пулсан та…

23 января 2018 г.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи пенсионерсенчен хаçат редакцине çыру килчĕ. Вĕсем кашни ялти çурт умĕнчех пĕчĕк палисадник пурри, унта илемшĕн чечексем çитĕнтерни, выльăх-чĕрлĕх çĕмĕресрен ăна карта тытса çавăрни çинчен хыпарлаççĕ, çапах та хальхи темĕнле саккунпа палисадник картине çур метр чухлĕ çеç хăвармалла имĕш, унсăрăн ăна хуçалăх çĕрĕ тесе шутлаççĕ-мĕн, пиншер тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Ватăсем çакăн пирки ăнлантарса пама ыйтаççĕ. Çыру çине Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Н. Яковлева çапла хурав пачĕ: “Чăн та, юлашки вăхăтра çĕр законодательстви чылай улшăнчĕ. “Хĕрлĕ лини” тулашĕнчи çĕр участокĕсем пурте усă куракан çĕрсем пулса тăраççĕ. Патшалăх е муниципаллă харпăрлăхра усă куракан çĕрсемшĕн граждансен те, юридика сăпатĕнче тăракансен те çакна çирĕплетекен документсем пулмалла. Тĕслĕхрен, палисадник вырнаçнă çĕр участокне, енчен те вăл унччен харпăрлăха панă çĕр участокĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 10 процентĕнчен иртмест пулсан, тỹлевсĕрех параç-çĕ. Çак тĕллевпе территорин кадастр планĕ çине, участок лаптăкне, кунпа пĕрлех территори чиккисен характерлă точкисен координатне кăтартса, çĕр участокĕн чиккисен схемине тутарттармалла. Ăна кадастр инженерĕн свидетельствине илнисем тума пултараççĕ. Пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса схемăна район администрацийĕнче кăтартса килĕ-шỹ илмелле. Енчен те кил хуçин палисадник çине документ çук пулсан, çакă çĕре харпăр хăй тĕллĕн тытса илни шутланать. Ку чухне Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 7.1 статйипе килĕ-шỹллĕн, граждансем çине çĕр участокĕн 1 процентĕнчен тытăнса 1,5 проценчĕчченхи хак чухлĕ, анчах та 5 пин тенкĕрен кая мар, штраф хураççĕ”.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика