Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шашка вăййине юратакансем

Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра вĕренекенсен спартакиадипе килĕшỹллĕн шашкăлла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Вăййа килĕштерекенсене çак ятпа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ В. Солдатов, кунта директор ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан П. Порядков саламларĕç. Тупăшăва 23 команда хутшăнчĕ. Кĕçĕн ушкăнрисем хушшинче Тутар Сăкăтсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна Хирти Пикшикри, виççĕмĕшне Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç.

Вăтам шкулсен командисенчен каллех Тутар Сăкăтсем палăрчĕç. Иккĕмĕшне Первомайскисем, виççĕмĕмшне Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекенсем çĕнсе илчĕç.

Харкам хăйшĕн выляса кĕçĕн хĕрачасенчен Тутар Сăкăтĕнчи Д. Айзатуллова, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулти А. Якупова, Ишлĕри А. Карлинова, Хирти Пикшикри З. Тухфетуллова мала тухрĕç.

Арçын ачасенчен Тутар Сăкăтĕнчи Н. Гайнуллина, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Антипова, Кивĕ Ахпỹртри Е. Кошкина палăртмалла.

Аслăрах çулхисем хушшинче Хирти Пикшикри Г. Хамдеев, Первомайскинчи К. Михайлова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Шарафутдинова, Тутар Сăкăтĕнчи Д. Хисамовпа Первомайскинчи В. Шагулов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти К. Трофимов малти вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсене тивĕçрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2018
18:16
Поделиться