Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăва хаклаççĕ

19 января 2018 г.

Александр ОСИПОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче çивĕч те пĕлтерĕшлĕ, пурне те хумхантаракан ыйтусене хускатрĕ. Вĕсем пурнăçăн кашни сферинех пырса тивеççĕ. Унсăр пуçне республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне çутатса пачĕ, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тĕплĕн тишкерчĕ, малашлăх тĕллевĕсене те палăртрĕ. Тĕслĕхрен, республикăри инвестици тытăмне илес пулсан, эпир малта пыракан регионсенчен пĕри шутланатпăр. Ку вăл - Чăваш Енре, тăван тăрăхăмăрта, ĕçчен те тăрăшуллă, малашлăх пирки шутлакан, малалла ăнтăлакан халăх пурăннине тепĕр хут çирĕплетекен ырă пулăм. Халăхăмăрăн пурнăçне аванлатас, ăна хăтлăлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе эпир те тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Акă, "Инициативное бюджетирование граждан", "Городская среда" программăсенех илер. Юлашкинчен асăннă программа пирĕн тăрăхăмăрта 2018 çултан вăя кĕрет пулсан, "Инициативное бюджетирование граждан" программăпа усă курни районăмăрăн сăн-сăпатне ырă енне улăштарма чылай пулăшрĕ. Ĕçсене, паллах, халăхăн шухăш-сĕнĕвне шута илсе пурнăçларăмăр, малашне те çаплах пулĕ. Пирĕн пĕр тĕллев - ял çыннин пурнăç пахалăхне ỹстересси, халăха ĕçпе тивĕçтересси тата тупăшсене ỹстересси. Ун пек чухне çамрăксем яла ытларах юлĕç, çавна май чăваш ялĕсем татах та аталанĕç, йăл илĕç, демографи лару-тăрăвĕ те ырă енне улшăнĕ.

Светлана УЛЬДИНА,

район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче предпринимательсем, ĕç укçи çинчен те сăмах пуçарчĕ. "30, 40, 50 пин тỹлекен предприятисем те пур. Çав вăхăтрах иккĕмĕшĕсем ĕç укçине конвертра пама пăхаççĕ", - терĕ. Ку пулăм, чăн та, экономика аталанăвне чăрмав, уйрăм çынсен шăпи çине те витĕм кỹрет. Мĕнле майпа-ха? Вăхăт çитсен кашнине пенси параççĕ. Унăн виçи мĕнле пуласси шалуран нумай килет. Çавăнпа та саккуна пăсакансене курсан вĕсемпе кĕрешмелле. Çак енĕпе эпир районта çине тăрсах ĕçлетпĕр, шалăва конвертра паракансене пуçтарса калаçатпăр, чылайăшĕ çакăн хыççăн саккунсене пăхăнма пуçлать.

Владимир МУЛЛИН,

Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн директорĕ:

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çынсене хумхантаракан çивĕч те кирлĕ ыйтусене хускатрĕ. Вĕренỹ тытăмне аталантарассине те тимлĕхсĕр хăвармарĕ. Консолидациллĕ бюджетăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ укçа уйăрни те ертỹçĕ вĕренỹ сферине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртакан пулăмах. Çакă вара кăмăла çĕклет. Пуçлăх ачасемпе çамрăксене пысăк технологипе, инноваципе интереслентермелле терĕ. Ку шухăша та ырлатăп. Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствипе Чăваш патшалăх университечĕн пĕрлехи "Наука в школу" проекчĕ пурнăçа кĕме пуçлани шкулсенчи пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме самай пулăшать.

Михаил АФАНАСЬЕВ,

"Рассвет" ЯХПК председателĕ:

Тăван çĕршыв пуласлăхĕ çамрăксем аллинче. Вĕсене яла хăварас тесен, çителĕклĕ ĕç укçипе тивĕçтермелле. Çамрăксем тăван хуçалăхрах юлччăр тесе тĕрлĕ меслет шыратпăр. Акă,ĕç стажĕ 3 çултан ытла пулсан, пирĕн ĕçченсем çулталăк вĕçĕнче пĕр çулхи шалу укçин 10-30 проценчĕ таран илеççĕ. Ку вĕсемшĕн пысăк пулăшу. Патшалăх, паллах, ку енĕпе ĕçлет. Тĕслĕхрен, тĕрлĕрен ятарлă программăсем. Ялсенче пурăнма килĕшекен çамрăк специалистсене, тин ĕçе пуçăннă çамрăк фермерсене тата тин çеç чăмăртаннă çемьесене пулăшса пыни ялсене аталанма май парĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика