Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан фестиваль

14 декабря 2017 г.

Тăван халăхшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан фестиваль пулчĕ декабрĕн 7-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче. Кăçалхипе 12-мĕш хут иртнĕ "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фольклор фестивальне курма пухăннă халăх çак сăмахсемпе килĕшетех. Ахальтен мар пулĕ куракансем кашни фольклор коллективне тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Сăмах май, Культура çурчĕн залĕнче вăл каç ларма мар, тăма та вырăн çукчĕ. Çакă районта пурăнакансене фольклор фестивалĕ кăмăла кайнине, вĕсем чутайсен ĕлĕкхи ташши-юррине хапăл туса йышăннине кăна пĕлтерет.
Кăçал фестивале йĕркелекенсем çĕнĕлĕх кĕртнĕ - 12 фольклор ушкăнĕн шăпа янă тăрăх Çăварни, улах, утăçи, хăна, салтак, туй юрри-ташшине кăтартса памалла пулнă. Кашни номинаципе икшер коллектив сцена çине тухрĕ. Хăна юрри-ташшине атнарсемпе хĕрлĕчутайсем, утăçи вăхăтне ачкассисемпе тралькассисем, салтака ăсатнине штанашсемпе пантьăксем, Çăварнире савăннине хусанушкăньсемпе мăнэтменсем, Чутай туйне районти Культура çурчĕн фольклор коллективĕсем кăтартса пачĕç.
Фестивале курса хаклама Шупашкартан ятарласа килсе çитнĕ сумлă жюрие ăмсанмарăм вăл каç - çав тери пултаруллă коллективсем хушшинче чи лайăххине суйлама çăмăл пулмарех вĕсене. Çавăнпах пулĕ кăçалхи çĕнĕлĕхе шута илсе çĕнтерỹçĕсене номинацисемпе палăртрĕç.
Сцена çинче хăйсене тытма пĕлнине, ĕлĕкхи йăла-йĕркепе килĕшсе тăракан ташă-юрă ăсталăхне, çи-пуçне хакланă хыççăн жюри çĕнтерỹçĕсене çапларах палăртрĕ: "Улах юрри-ташши" номинацире Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи "Шупуç" фольклор ушкăнĕ пултаруллăрах пулнă; "Çăварни юрри-ташши" номинацире - Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи "Урпаш" фольклор ушкăнĕ; "Утăçи юрри-ташши" номинацире - Ачкасси ял тăрăхĕнчи "Артанас" фольклор ушкăнĕ; "Хăна юрри-ташши номинацире" - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн "Çартмас" фольклор ушкăнĕ; "Салтак юрри-ташши" номинацире - Пантьăк ял тăрăхĕнчи "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ, "Туй юрри-ташши" номинацире районти Культура çурчĕн "Шокăль" (хĕр илме кайнă саманта сăнласа пачĕç) тата "Шанчăк" (каччă килĕнче пыракан туй самантне кăтартса пачĕç) фольклор ушкăнĕсем. Фестивальти кăмăла кайнă пулăмсенчен пĕри вăл - хăш-пĕр фольклор коллективĕсем сцена çине çамрăксене илсе тухма пултарни. Вăхăта ытларах Интернетра ирттерекен яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа халăх ташши-юррине вĕрентме, фольклор фестивальне хутшăнтарма çăмăлах пулман пулĕ вĕсене. Çапах та Чутай халăхĕн йăли-йĕркине упраса, вĕрентсе хăварма тăрăшнине ырласа кăна йышăнмалла. Фольклор коллективĕсемпе сцена çине тухма хал çитернĕ, вăхăт тупнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те ырă сăмахпа асăнас килет.


Алина КАРПОВА.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика