Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асамлă чаршав" вĕçленчĕ

03 ноября 2017 г.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче кăçалхипе саккăрмĕш хут иртнĕ "Асамлă чаршав" фестивале савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Фестивале районти пур ял тăрăхĕ те хутшăннă. Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал "Чи лайăх спектакль" номинацире Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн артисчĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Серенкассинчи Культура çурчĕн артисчĕсем тухнă, виççĕмĕшне атнарсемпе тралькассисем пайланă. "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацие Тралькассинчи Культура çурчĕн артисчĕ, "Çулсем иртсен, кунсем юлсан" спектакльте Марук рольне вылянă Венера Романова тивĕçнĕ. "Чи лайăх арçын ролĕ" номинацире Ачкасси ял тăрăхĕн театр пултарулăхĕн коллективне çỹрекен, "Çыру çыртăм савнисем патне" спектакльте Вадим рольне вылянă Владимир Храмов çĕнтернĕ. "Эпизодри чи лайăх роль" номинацире Хусанушкăнь ял тăрăхĕн артисчĕ "Куççуль витĕр кулă та телей" спектакльте Сидор рольне вылянă Вячеслав Корчагин палăрнă. "Чи лайăх художник-спектакль лартакан" номинацие Кив Атикассинчи Культура çурчĕн театр пултарулăх коллективĕн художникĕ Николай Данилов тивĕçнĕ.

А.ВАСЮКОВА.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика