Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухнин комментарийĕ

17 января 2018 г.

З.ПАВЛОВА, «Хĕрле ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырăвĕнче республикăра иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртать. «Чăваш Ен — вăйлă регион, кунта пурăнас тата ĕçлес килсе тăрать», - тесе палăртрĕ М.Игнатьев. Ку сăмахсене цифрăсем те çирĕплетсе параççĕ. Сăмахран, республикăра вак тата вăтам бизнес аталанса пырать. Инвестицие хывнă пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕ 40 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çавна май 2800 çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ.

Чăваш Енре промышленность, строительство, ялхуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Ялхуçалăх отраслĕнче кăтартусем те курăмлă. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 7 хут ÿснĕ. Ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен йышĕ те унчченхи çулсемпе танлаштарсан 4 хут нумайрах. Ял тăрăхĕсенче хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. «Çамрăксем валли ялта тĕпленсе пурăнма майлă условисем туса памалла. Вĕсем тупăшлă ĕçлеччĕр, пурăнма та интереслĕрех пултăр», - терĕ Михаил Васильевич.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра çурт-йĕр хăпартассипе, çул-йĕр тăвассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ. «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем» федераци шайĕнчи программăпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăна кăçал 1 миллиард та 461 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă хула, районсен территорийĕсенчи çул-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама майсем туса парĕ.

Чăвашсен паллă просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет. Вăл чăваш халăхне панă «Халалĕнче» чăвашсем вырăссемпе килĕштерсе пурăнмаллине, çемье вăл — патшалăх тĕрекĕ пулнине, тăван чăваш чĕлхи халăх пуянлăхĕ пулнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче И.Я.Яковлевăн чăваш халăхне панă «Халалĕнчи» шухăша пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Чăваш чĕлхи пулнă, пур, пулать те!». Çак сăмахсем республикăра тата ун тулашĕнче пурăнакан чăвашсенче чăннипех те мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ.

 

Первоисточник: Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хeрлe ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика