ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурăм шăммин чирĕсенчен пулăшакан центр ĕçлеме пуçланă

16 января 2018 г.

Валерий Александрович Соловьев нейрохирурга районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те паллă врачсенчен пĕри шутланать.

Валерий Соловьев малтанах Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан (БСМП), каярах федераллă травматологи центрĕсенче чылай çул ĕçленĕ, çурăм шăммин чирĕсемпе аптăракан çĕршер çынна вăхăтра кирлĕ пулăшу панă. Пысăк квалификациллĕ врач тунă операцисем чи ăнăçлисем шутланаççĕ. "Ĕçне кура - сумĕ", - тенĕ ватăсем. Валерий Соловьев ĕçри çитĕнỹсемпе тăрăшулăхшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" сумлă ята тивĕçнĕ. Вăл - медицина наукисен кандидачĕ, доцент, чи аслă категориллĕ нейрохирург-вертебролог, Раççейри Нейрохирургсен ассоциацийĕн членĕ.

2017 çулăн юлашки кунĕсенче Шупашкарти Энгельс урамĕнчи 3/1 çуртра Çурăм шăммин чирĕсенчен пулăшакан центр хута кайнă. Унăн ертỹçи - пирĕн ентеш Валерий Александрович Соловьев. Çурăм шăммин чирĕсемпе, артроз тата артрит, остеохондроз тата ытти шăмă чирĕсемпе аптăракансене, мигрень, япăх илтекенсене врач-нейрохирург хăех йышăнать. Унта пĕчĕк токсемпе йĕп-электродсем витĕр каякан кирлĕ пулăшăва вăхăтра тата пахалăхлă параççĕ. Çакăн евĕр сипленни чирсене операци витĕр тухмасăрах ирттерме май парать. Унсăр пуçне кунта массажпа, мануаллă майпа тата ятарлă уколсемпе те çынсене сиплеççĕ.

Тĕплĕнрех 8-937-947-76-78 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика