Комсомольский муниципальный округ

Михаил Игнатьев ачасемпе тĕл пулнă

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Ачасен хорне хутшăннă ентешсемпе тĕл пулнă. Вĕсен йышĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан, искусство шкулĕнче ăсталăхне туптакан (ертỹçи И.Спиридонова) Никита Воронов та пулнă. Уçă калаçăва Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.

Аса илтеретпĕр, нумаях пулмасть, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи маттур ачасем Мускаври Кремль елкине кайнă, "Хĕллехи юмах" концерта хутшăннă.

Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă ачасене ырланă, вĕсен уçă сасси чун-чĕресене çĕклентерсе янине пĕлтернĕ. Ỹлĕмрен те çамрăк ачасене çитĕнỹсемпе палăрма сĕннĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Концерта кайса килнисем хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă. Çак паллă кунсем вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех тăрса юлассине пĕлтернĕ.

- Тĕлĕнмелле чаплă концерт пулчĕ. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ ачасемпе пĕрле илемлĕ юрăсем шăрантартăмăр. Эпĕ Раççейри ачасен хорĕнче юрлама пултарнăшăн чăннипех савăнатăп. Хамăн пултарулăха кунран-кун ỹстерсе пыма тăрăшатăп. Куншăн паллах, чи малтан Ираида Спиридонова педагога тав тăватăп, - терĕ Никита савăнăçне пытараймасăр.



"Каçал Ен"
16 января 2018
10:52
Поделиться