Комсомольский муниципальный округ

Мартăн 18-мĕшĕ - суйлав кунĕ

2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕн суйлавĕ иртет. Кăçалтан пурте суйлава хутшăнма пултарччăр тесе çăмăллăх туса панă. Сăмахран, суйлава хутшăнас тесен ют çĕре тухса каякан çынсен унччен открепительнăй удостоверени илмелле пулнă. Кăçал вара гражданин кирек хăш хулара тата участокра сасăлама пултарать. Паспортпа январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕ-шĕччен вырăнти территориллĕ суйлав комиссине е нумай функциллĕ центра çитмелле çеç. Февралĕн 25 - мартăн 12-мĕшĕсенче участокри суйлав комиссине пыма пултаратăр. Сирĕн суйлавçăсен списокне кĕртме ыйтса заявлени çырмалла. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та заявлени çырма пулать. Çакна пĕтĕмпех суйлавччен 5 кун маларах пурнăçлама тивет.



"Каçал Ен"
16 января 2018
10:46
Поделиться