Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шупашкартан - тулли кăмăлпа, хавхаланупа

Пĕлтĕр республикăра пĕрремĕш хут "Пулма пултараслăх уçлăхĕ" Çамрăксен уçă форумĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри студентсен тата ĕçлекен яш-кĕрĕмĕн 800 представителĕ, Хусантан, Сочинчен, Мускавран килнĕ 40 ытла эксперт хутшăнчĕ. Çак мероприятинче пирĕн районти хĕрсемпе каччăсем те пулчĕç.

Форум И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура çуртĕнче иртрĕ, 9 вĕрентỹ лаптăкĕ - "Çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсем", "Çамрăксен пултарулăхĕ", "Раççей патриочĕсем", "Эсĕ - предприниматель"... - ĕçлерĕ. Хĕрсемпе тата каччăсемпе ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Канашĕн депутачĕсем А. Аршиновăпа Н. Малов, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев, республикăри предпринимательсен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй А. Рыбаков, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Александров, Шупашкар хулин пуçлăхĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн наука енĕпе ĕçлекен проректорĕ Е. Кадышев, "Росийская студенческая весна" программа проекчĕн Федераци дирекцийĕн ертỹçи Т. Абдалова тĕл пулчĕç.

Регион ертỹçи М. Игнатьев çакăн пек форумсем йĕркелени патшалăх çамрăксен политикин тĕп çул-йĕрне палăртма пулăшнине пĕлтерчĕ. Яш-кĕрĕм обществăлла пурнăçа хастар хутшăнни, вĕсен пуçарăвĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ задачăсене татма май пани пирки каларĕ.

Мероприятинчен пурте тулли кăмăлпа, малалла тата ытларах тăрăшса ĕçлемелли туйăмпа таврăнтăмăр.

А. АДИКИНА, районти çамрăксемпе ĕçлекен центрăн директорĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2018
15:52
Поделиться