Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сĕт рынокне аталантарса пымалла

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов министерствăн структура подразделенийĕсен тата хăйсене пăхăнса тăракан организацисен ертÿçисемпе эрнери канашлура сĕт рынокне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.
Йăлана кĕнĕ пекех, сĕт нумай чухне унăн хакĕ ÿкет, сахал чухне - ÿсет, халĕ вара ытти сăлтавсем те витĕм кÿме тытăннă. Чăннипе ку вăхăтра сĕтĕн сутăн илекен хакĕ ÿс- мелле, вăл вара хăпармасть, продукцие вырнаçтарассипе çыхăннă, палăртнă министр.
Агропромышленноçра апат-çимĕç рынокне йĕркелекен сектор заведующийĕ Нелли Богданова пĕлтернĕ тăрăх, республика тулашне чĕрĕ сĕт илсе тухакан Вăрнар, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Тăвай районĕсенчи сĕт пухакансен оперативлă информацийĕпе сĕте ĕçлесе хатĕрлекен пысăк предприятисем унăн сутăн илекен хакне чакараççĕ. Вĕсен тĕп сăлтавĕсем çаксем: кăçал типĕ сĕт тата услам çу тĕлĕшпе палăртнă сĕт интервенцийĕсене ирттереймен; кăçал вĕсене патшалăх резервĕ валли те туянман; Беларусь республикине демпинг хакĕсемпе сĕт продукцийĕ тăратман.
Сектор заведующийĕ пĕлтернĕ тăрăх, прогнозпа курттăммăн сутакан 1 килограмм типĕ сĕтĕн хакĕ 138 тенке çити йÿнелмелле. Беларуçри универсаллă суту-илÿ биржин торгисенче ноябрĕн 24-мĕшĕнче пĕр килограмне 135 тенкĕпе сутнă.
Районсен администрацийĕ-сен информацийĕсем тăрăх, ноябрĕн 24-мĕшĕнче республикăра чĕрĕ сĕте халăхран вăтамран 1 литрне 19,4 тенкĕ-пе туяннă. Юлашки эрнере унăн сутăн илмелли хакĕ 0,2 тенкĕ пĕчĕкленнĕ. Çав вăхăтрах сĕте халăхран сутăн илмелли хаксем Вăрнар, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Тăвай районĕсенче 1-ер тенкĕ йÿ-нелнĕ. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче вара 0,5 тенкĕ хакланнă.
Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта халăхран сутăн илекен сĕт хакне чакармалла мар. Ун пек тĕслĕхсем пур çĕрте районсен администрацийĕсем кирлĕ пек ĕçлесе çитерейменнине кăтартса парать, тенĕ министр. “Çав вăхăтрах сĕт пахалăхĕ пирки те манмалла мар. Пахалăхлă сĕт йÿнĕ пулмасть, унашкал продукцин хакĕ ÿсет кăна”, - палăртнă Сергей Артамонов.



05 декабря 2017
11:23
Поделиться