Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Паллă историк

Пирĕн районти Элпуç ялĕнче 1932 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче историк, истори наукисен кандидачĕ (1970), доцент (1974), Алексей Михайлович Симулин çуралнă.
Канашри педагогика училищине, Хусанти патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ вăл. Ĕç çулне А.Симулин 1952 çулта Канаш районĕнчи Татмăш ялĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкулта пуçланă. Чакаçри çичĕ çул вĕренмелли шкулта та ĕçленĕ. Кармаминчи сакăр çул вĕренмелли шкулăн директорĕ пулнă. 1961-1962 çулсенче Канаш хулинчи ВЛКСМ комитечĕн пĕрремĕш секретарĕнче, 1962-1963 çулсенче пирĕн районти Енĕш Нăрвашри вăтам шкулăн директорĕнче тăрăшнă. 1964-1968 çулсенче Алексей Михайлович чукун çул транспорчĕпе ĕçлекенсем хатĕрлекен техникумра вăй хунă. 1970 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче ассистент, аслă преподаватель, КПСС историйĕн кафедрин доценчĕ пулса ĕçленĕ (1970-1988), политика историйĕпе (1988-1991), Раççей тата Чăваш Ен историйĕпе (1991-1993), культурологипе (1993-2013) вĕрентнĕ.
А.М.Симулин - 100 наука ĕçĕн авторĕ, çав шутра унăн 2 монографи кун çути курнă.



"Ял ĕçченĕ"
21 ноября 2017
10:47
Поделиться