Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернетра сыхă та тимлĕ пулар

29 декабря 2017 г.

Интернетри тĕрлĕ сайтсенче иккĕленÿллĕ информацисене «лайк» пуснипе е страницăна вырнаçтарнипе, репост тунипе суд тенкелĕ çине ларма пулать тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши?

- Тĕрĕсех. Çакă чи малтанах экстремизм, нацисем хушшинчи хирĕçÿ çуратакан информацисене, сăн ÿкерчĕксемпе видеоматериалсене саракансене пырса тивет. Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн республикăра пулкаланă. Сăмахран, 9-мĕш тата 10-мĕш класс ачисене уголовнăй майпа айăпланă. Вĕсем экстремизмла ролике репост тунă. Çавăн пекех хамăрăн страницăсенче çынна хурласа çырма, форумсенче пĕр-пĕрне киревсĕр сăмахсемпе хăртма юраманнине те асрах тытар. Тавлашăва кĕресрен те асăрханар. Мĕншĕн тесен хамăрăн хуравсене хамăра хирĕçле усă курса уголовнăй майпа айплама та пултараççĕ.

Тепĕр çын паролĕпе усă курса унăн страницине кĕрсен Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 272-мĕш, ют çырусене вуласан Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 138-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн айăплама май пур.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика