Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă машина вуттăн хуçисене тупрăмăр

22 декабря 2017 г.

"Каçал ен" хаçата 2018 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннисемшĕн декабрĕн 19-мĕшĕ чăнласах та пысăк уяв пулчĕ пулĕ. Лотерея вылявĕ пулать тесе хаçатăн 77-мĕш номерĕнче (октябрĕн 17-мĕшĕ тухнă) пĕлтернĕччĕ. Шăпах икĕ уйăхран "Каçал ен" редакцийĕнче пуçласа лотерея вылявне йĕркелерĕмĕр.

Район хаçачĕн тусĕсем тĕп парнене - пĕр машина вутта - выляса илессе пĕлтернĕччĕ. "Каçал ен" çырăннă 310 çын лотерейăна хутшăнас тĕллевпе редакцие квитанци илсе килсе те, электрон почта çине те ярса пачĕç.

Акă тинех кĕтнĕ самант çитрĕ! Лотерея выляттарнă куна редакцие халăх йышлă пухăнчĕ. Хисеплĕ вулакансем валли тĕп парне çеç мар, тата ытти хаклă парне те нумай хатĕрлерĕмĕр. Чи малтанах хаçат тусĕсене Любовь Шуряшкина тĕп редактор ăшшăн саламларĕ, хаçатпа яланах туслă пулма, район хыпарĕсемпе паллашсах тăма сунчĕ. Вылява килме вăхăт тупнăшăн чĕререн тав турĕ. Пирĕн тĕп спонсор та, Ирçе Çармăс лесничествин арендаторĕ Зоя Истратий, "Каçал ен" вулаканĕсене парнене тивĕçме ăнăçу сунчĕ. Сăмах май каласан, Зоя Истратий "Каçал ен" вулаканĕсене пĕрре çеç мар, тăватă! машина вутă та парса савăнтарчĕ. Ку вара кĕтменлĕх те, пысăк савăнăç та пулчĕ. Вĕсен хуçисем камсем-ши тесе вулакан кăсăкланать, паллах. Пĕр машина хурăн вуттин хуçи - Комсомольскинче пурăнакан Нонна Мамуткина. Елена Шикова (Йỹç Шăхаль), Елена Степанова, Сергей Андреев (Вăрманхĕрри Чурачăк) пĕрер машина ăвăс вуттине тивĕçрĕç. Эпир вĕсене саламлатпăр. Малашне те пирĕнпе туслă çыхăну тытма, хаçата çырăнса илме сунатпăр. Ыттисем вара кил-тĕрĕшре кирлĕ савăт-сапа, картинăсем, сехетсем, пĕрер михĕ тырă, Çĕнĕ çул чăрăшĕ выляса илчĕç. Хăнасене редакцире ĕçлекенсем çемçе кукăль-икерчĕпе, пылак варенипе тата техĕмлĕ чейпе сăйларĕç.

Çапах лотерейăра çĕнтерейменнисен те кулянма кирлĕ мар, вĕсем "Каçал ен" кăларăма çур çул вуласа çĕнĕ хыпарсем пĕлме, парнеленĕ календарь илемĕпе киленме пултараççĕ-çке. Тен, тепĕр вăйăра парнене те тивĕçĕç.

Ырă чун-чĕреллĕ çынсем çинче тĕнче тытăнса тăрать тени пушă сăмах мар. Лотерея йĕркелеме редакцие тивĕçлĕ пулăшу кỹнĕ ырă кăмăллă спонсорсене чĕререн тав тăватпăр. Вĕсене çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Акă вĕсем, маттурсем: В.Г.Васильев ("ТАВ" компани), А.Г.Зайцева ("Орхидея" магазин), М.Г.Шарафутдинов ("ТАН" суту-илỹ çурчĕ), М.Г.Камалюков ("Ялкын" магазин), Н.В.Краснова ("Надежда" магазин), И.К.Диаров ("Электротовары"), И.З.Зиганшин (Зиганшин ИП), Н.Х.Камалдинов ("Йолдыз" магазин çур-тĕнче вырнаçнă "Стоматология"), Илгиз Ямалиев ("Арыш" магазин). Редакци ĕçченĕсем тăрăшнипе, районти хастар предпринимательсем пулăшнипе лотерея йĕркелерĕмĕр. Малашне пирĕн вулакансен йышĕ ỹсессе шанатпăр. Сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

Лотерея вылявне хутшăнса парнесене тивĕçнĕ туссене редакцие килме ыйтатпăр. Вĕсем: Н.Е.Кокшин (Кивĕ Сĕнтĕр), М. Юнусов (Чĕчкен), С.П.Павлов Çĕнĕ (Шăхран), О.Таркина (Асанкасси), Г.Федоров (Юнтапа), Н.Павлов (Тукай), Г.Н.Мурнаева (Александровка), Н.Я.Боровкова (Комсомольски), В.Н.Белков (Александровка), М.Константинова (Хырай Ĕнел), З.Лукиянова, В.Егоров (Аслă Çĕрпỹел), С.В.Анисимов (Комсомольски), Ю.П.Кокорев (Кĕçĕн Каçал), П. Белкин (Шурут), Данилова (Комсомольски), Г.Г.Смирнова (Йăлмахва), А.Г.Тарасов (Александровка), В.М.Чернова (Комсомольски), Л.Мельникова (Комсомольски), Л.В.Терентьев (Асанкасси), А.Гладков (Нĕркеç), В.Яковлева (Хирти Выçли), Е.Шумилкина (Комсомольски), Д.П. Александрова (Александровка), А.М.Прокопьев (Çĕнĕ Мăрат), З.Шемякина (Йăвашкел), А.В.Можаев (Комсомольски), З.Боровкова (Комсомольски), Е.А.Евграфова (Кĕçĕн Çĕрпỹел).

Нонна МАМУТКИНА,

Комсомольски ялĕ:

- Эпир çак хаçата нумай çул çырăнса илетпĕр. Хаçатра номертен-номере тухакан калавсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Анна Никонорован "Çурăлман çĕмĕрт çеçки" калавĕ, Алевтина Исаеван "Кая юлнă ỹкĕнỹ", Алевтина Дмитриеван "Упăшка ывăлĕ" пичетленнĕччĕ. Юратса вулатпăр: сăнарсене пурнăçран илнĕ-çке. Хамăн та вара шăрçалас шухăш çуралать. Санăн çыннусем, район!, кил вучахне упраканĕсем, ачасен çитĕнĕвĕсем... çинчен çырнисене хаçат пулмасан тата ăçтан пĕлĕн? Çак статьясене вуласан чун канăçлăхне тупатăн. Çакăн пек лотерея вылявĕсем кашни çулах пултăрччĕç тетпĕр. Кăçал эпĕ пĕр машина вутă выляса илтĕм пулсан, тепĕр çул вара теприне тухĕ. Çакă пире район хаçатне çырăнма хавхалантарать. Çырăнăр, "Каçал енсĕр" ан юлăр. Сенкер экран çинчи телепередача программи тата мĕн тăрать!

Елена Шикова,

Йỹç Шăхаль ялĕ:

- Пирĕншĕн паян чăнласах та уяв! "Каçал ен" хаçата эпир тахçантанпах çырăнса илетпĕр. Парнеллĕ пулма, паллах, ĕмĕтленнĕ. Анчах та пĕр машина вутă тивĕçессе шутламан. Тавах. Чăн та, чи телейлисем пултăмăр! "Каçал ен" хаçата малашне те çырăнса илĕпĕр, ыттисене те унпа туслашма сĕнетпĕр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика