Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афанасьевсене – çĕнĕ çурт уççи

09 декабря 2017 г.

Ĕнерхи кун Кивçурт Енĕшри Афанасьевсен çемйишĕн савăнăçлă пулăмпа асра юлчĕ – вĕсене çĕнĕ çурт уççине чыслă самантра тыттарчĕç.

Татьяна Митрофановнапа Виталий Анатольевич пилĕк ача пăхса çитĕнтереççĕ. Çавна май пилĕк çул каялла вĕсем нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес федераллă программăна кĕнĕ.

Çурта кăçалхи августра çĕклеме тытăннă. Подрядчикĕ – Владимир Афанасьев уйрăм предприниматель. Ун строителĕсем тата ял çамрăкĕсем пулăшнипе икĕ хутлă пÿрт кĕске вăхăтра çĕкленсе ларнă. Халĕ унта пурăнма мĕнпур услови çителĕклĕ. Шыв кĕрет-тухать, ванна, туалет пÿртре. Урайсене ăшă тытмалла тунă. Пÿлĕмсем çутă, пысăк. Пÿрт илемлĕ вырăнта ларать: ун умне çитиех асфальт çул пырать, хирĕç клуб, юнашар ялăн панулми сачĕ.

– Çемьепе пĕрле савăнатпăр. Çĕнĕ пÿртре телей кăна курма сунатăп. Сирĕн ачасем хăвăр пекех çĕршывшăн тивĕçлĕ граждансем пулса тăрасса чĕререн шанатăп, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Афанасьевсене çурт уççине тыттарнă май.

Леонид Григорьевич районта пилĕк е ытларах ачаллă тата вунçичĕ çемьене çурт туса памаллине пĕлтерчĕ. Уйкас Кипек тăрăхĕнче тата тепĕр çемьене.

Вăл çавăн пекех Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ачаллă çемьесене пулăшма йышăннă мерăсем пирки те асăнчĕ. Ку çул-йĕр ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртрĕ.

– Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен çапла пулăшнăшăн çĕршыв, республика, район, вырăнти поселени ертÿлĕхне чĕререн тав тăватпăр. Ачасем мĕн тери савăнчĕç, халех кунта пурăнма куçасшăн, хăйсем хăш пÿлĕмре пурăнассине те шутласа хунă, – терĕ савăнăçне пытармасăр Татьяна Митрофановна.

Хăй вăл Енĕшри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ хуçалăх тытса пырать, çĕрпе ĕçлет. Аслă ывăлĕ çарта пулнă хыççăн Шупашкарта ĕçлет, тепĕр икĕ ывăлĕ  техникумсенче вĕренеççĕ. Тепĕр ывăлĕпе кĕçĕн хĕрĕ шкулта ăс пухаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика