Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манюç акка

13 декабря 2017 г.

Чăрăш Ишекре пурăнакан Мария Васильевна Тимофеева ĕмĕрне йывăр ĕçре ирттерни аллисенчен тÿрех курăнать. Ик алли çинче те тем пысăкăш мăккăльсем. «Аттерен ытла ир юлса арçын ĕçне нумай ĕçленипе пулчĕ», – терĕ вăл.

Ашшĕ, Василий Тимофеевич Тимофеев, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш çулĕнче пуçне хунă вăхăтра Мария Васильевна 14-ра пулнă. Амăшне, Анна Мироновнана, ултă ачипе тăлăха юлнăскере, çак хуйхă вăйлă çапса хуçнă. ,çлейми пулса ларнă. Çавăнпа та çемьене туртасси пĕтĕмпех Мария Васильевнан хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Аслă пиччĕшĕ вăл вăхăтра ялтан тухса кайнă пулнă. 

– Пускил хĕрарăмĕ: «Ачам, ытла та йывăр ĕçлен. Ÿлĕм лăсăрах пулан ĕнтĕ», тетчĕ, – аса илет вăл.

Пĕчĕклех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Вăрман каснă çĕрте нумай тăрăшнă. Кайран нумай çул дояркăра тимленĕ. Мария Васильевна уйрăмах Семен Валерианович Валерианов председательте ĕçленĕ вăхăта ырăпа аса илет. Ĕç укçи те тÿлеме тытăннă, тырри-пулли те ăнса çитĕннĕ.

Ир те каç вунултă ĕне сунă Мария Васильевна. Икĕ фермăра пĕтĕмпе 196 ĕне пулнă. Çуллахи вăхăтра дояркăсем касăва та хăйсемех пăхнă. Ахаль утман Мария Васильевна – чĕнтĕрсем çыхнă. Пĕрле ĕçлекенсене качча кайнă чухне хĕр парни валли мĕн чухлĕ паман-ши вĕсене?

Шел, хăйне туй пĕркенчĕкĕ айне тăма пÿрмен. «Хамăн та ачасем ытла нушаллă ÿсессинчен хăрарăм пуль-и?», – тет вăл. Çураçма килекенсем вара сахалăн мар пулнă.

Шăллĕ авлансан тĕп килтен кайма тивнĕ унăн. Çырма хĕрринче вут валли пăсма сутакан пÿрте туяннă вăл. Хăй аллипех хăтлăлатнă.

Фермăри ĕçе механизациленĕ хыççăн дояркăран пăрахсан стройкăна вырнаçнă. Кил хуçалăхĕнче ĕне-сурăх, йышлă хур-кăвакал пăхма ĕлкĕрнĕ. Колхоз пухăвĕсене, депутат сессийĕсене активлă хутшăннă.

Уйрăмах ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ вăл. Шÿтле-шÿтле вĕсене ĕçе явăçтарнă. «Манюç акка, мĕнле ĕçлеттĕмĕрччĕ!» – тесе калакансем халĕ те тупăнни кинеми чунне савăнăç кĕртет.

– Çак çула çитеп тесе нихăçан та шутламан. Хăвăртрах пултăр тесе пăрçа миххисене те чăп тулли пĕчченех йăтнă. Ни апат лайăх çимен, вăйĕ ăçтан тухнă-ши? – шухăша путать вăл.

Вăйлă ĕçленипех председатель тавне нумай тивĕçнĕ. Ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă. Социализмла ĕç ăмăртăвĕн 1975 çулхи çĕнтерÿçи.

– Çак ĕмĕре çитсе те аялти кĕпепе çывăрса курман. Çамрăк чух ывăнса килнĕ те талт! персе аннă. Çавăн пекех сиксе тăнă та ĕçе тухса чупнă. Халĕ пÿрт сиввипе хывăнмастăп. Ашшĕсем вăрçăра вилнисен ачисем хваттерсем илчĕç-ха. Эп çавна та илеймерĕм, – васкамасăр калаçать вăл.

90-на çитнĕ пулин те алă усса лармасть Мария Васильевна. Качака усрать, туссем вырăнне кушаксем пур. Кăçал утă та хăех çулнă. Пĕлтĕр анкартинчи çереме пăстарнă та культиватор кĕрейменнипе хăех алăпа пусса тикĕсленĕ.

Пÿртне хăй чĕнтĕрленĕ, тĕрленĕ япаласем илемлетеççĕ. Çав тери таса, тирпейлĕ пурăнать. Телевизор пăхса, хаçат вуласа чунне уçать.

Ватăна шăллĕн Çĕрпелте пурăнакан Алевтина хĕрĕ пăхсах тăрать. Май пулсанах ун патне килсе çÿрет.

Мария Васильевна ырă, уçă чунлă пулни тÿрех палăрчĕ. Кунран та ытла, вăл ытарлă калаçни тыткăнларĕ. Хĕсĕк пурнăçа пула тăватă класс кăна вĕренме тÿр килнĕ пулин те ăслă калаçать, пуплевĕнче вĕрентÿллĕ сăмахсем нумай. 90 çула çитнĕ пулин те ăс-тăнĕ çивĕч, пурнăçĕн пĕтĕм тапхăрне лайăх астăвать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика