Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейĕн юбилейне паллă турĕç

18 декабря 2017 г.

Иртнĕ кĕçнерникун Шуршăлти Космонавтика музейне уçнăранпа 45 çул çитрĕ.. 1972 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче музее официаллă майпа уçнă чухне СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Герой. А.Николаев хăй те пулнине палăрт-ма кăмăллă. Музейре юбилейпе çыхăннă мероприятисем анлă иртрĕç. Унта "Музей ĕнер, паян тата ыран" ятпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Ун умĕн мероприятие хутшăнакансем "Шкул музейĕн- чен пуçласа Мемориал комплексĕ таран" презентаци пăхрĕç. "Çавра сĕтеле" хутшăнакансене юбилей тĕлне кăларнă брошюра валеçсе пачĕç. Мемориаллă комплексăн тĕп управçи З.Антонова музей мĕнле пуçланса кайни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çавăн пекех "çавра сĕтел" хушшинчи ыйтусене сỹтсе явма наука сотрудник. Н.Смирнова, Мемориаллă комплексăн директор. А.Тукмаков, Чăваш Ен халăх поэчĕ В.Туркай, авиаци предприятийĕн ветеранĕ А.Николаев, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ строителĕ В.Гордеев хутшăнчĕç. Кунта музее пуçласа яракан М.Гавриловăн тăванĕ Е.Гаврилова та пулчĕ. Хăнасем музее çĕнĕ экспонатсем парнелерĕç. Çав кунах Шуршăлти Культура çуртĕнче музей юбилейне чаплă лару-тăрура уявларĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева, Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ И.Архипов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алексеев, "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕхĕн правленийĕн председателĕ А.Кузнецов, "НамЭко" ООО директорĕ А.Никаноров тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çав кун нумай музей ĕçченĕ- сене Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп тата Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕç. Унсăр пуçне вĕсене юлташĕсем, çывăх çыннисем чун-чĕререн саламларĕç. Юбилее пынă халăх эстрада çăлтăрĕсен, Шуршăлти шкул ачисен, çамрăк космонавтсен тата кадетсен вăйĕпе хатĕр-ленĕ концерта пăхса савăнчĕ.

И.ЛЬВОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429573, Чувашская Республика, город Мариинский Посад, ул. Чкалова, 61 В
Телефон: 8(83542) 38224
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика