Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.ФИЛИМОНОВ, "Сăмахпа мар, ĕçпе палăрмалла"

18 декабря 2017 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн районта хуласене хăтлăх кĕртме йышăннă федераци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пырас ыйтусемпе çыхăннă ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председател. В. Филимонов, Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, район пуçлăх. Н.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, район Пухăвĕн депутачĕсем, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие хутшăнакансем Сĕнтĕрвăрринчи "Хальхи йышши хула хăтлăхĕ" программăпа килĕшỹл- лĕн тунă объектсене çитсе курчĕç. Вĕсем Хусан урамĕн- чи Сĕнтĕр юханшывĕ урлă хывнă çакăнса тăракан çĕнĕ кĕперпе паллашрĕç. Кунта, кĕпере реконструкциленисĕр пуçне, çуран çỹремелли çулсем çине асфальт сарнă, Пĕрремĕш Денисово урама илсе хăпаракан пусмана тĕпрен юсанă, çак вырăна каçсерен электричество перекетлекен лампăчкăсемпе çутатмалла тунă. Çавăн пекех саккун йышăнакан тата ĕç тăвакан влаç представителĕсем Николаев урамĕн- чи 87а çурт патĕнчи территорие çитсе курчĕç. Кунта та çỹлерех асăннă программа тăрăх пысăк ĕçсем тунă: автомобильсем валли парковка, ача тата спорт площадкисем. Каçсерен çурт çывăхĕн-чи лапама электричество вăйĕпе çутатма май пур. 2017 çулта пирĕн ра-йон территорийĕнче тепĕр программăпа килĕшỹллĕн Культура çурчĕсене юсама, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма май килнĕ. Сăмахран, Аксаринти тата Атăлçи Культура çурчĕсене модернизациленĕ, Октябрьскинчи Культура çуртне юсанă, Турханкассинче малтан лавкка пулнă çуртран (ăна Октябрьски райповĕ йỹнĕ хакпах вырăнти ял хутлăхне сутнă) питĕ илемлĕ Культура çурчĕ тунăĕ ,çлĕ канашлăва хутшăнакансем Октябрьскинчи культура çуртĕнче пулса курчĕç, кунта нумай юсав ĕçĕ туса ирттернине курса ĕненчĕçĕ Чи пĕлтерĕшли - хутса ăшăтмалли системăна реконструкцилени. Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министр. К.Яковлев çĕнелсе юсаннă Культура çурчĕпе паллашнă хыççăн республикăри Культура çурчĕсене тĕпрен юсасси, çĕнетесси мĕнле пынипе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Ялти вырăнсенче культурăпа канмалли учрежденисене аталантармалли мерăсем çинчен" Указ епле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Министр Октябрьскинчи Культура çурчĕн ĕçченĕ-сене ăнăçу тата çитĕнỹсем сунчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ В.Филимонов вара социаллă сферăри çивĕч ыйтусене татса панă чух патшалăх влаçĕн органĕсен хăйтытăмлăх органĕсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме кирлине тепĕр хут палăртрĕ. "Пирĕншĕн пирĕн ĕçсем калатчăр. Ку чи кирли, - терĕ вăлĕ - Влаçа халăх епле хак парасси хуласенче, ялсенче пурăнакан çынсем хăйсене мĕнле туйнинчен килет. Пирĕн çынсене итлеме, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пĕлмелле". И.ЛЬВОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика