Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ертÿçĕ юнашар чухне шанчăклăрах туятăп»

15 декабря 2017 г.

«Ертÿçĕ юнашар чухне шанчăклăрах туятăп»

«Тĕмерсем ĕмĕртенпе тĕрĕсленсе çирĕпленнĕ йăла-йĕркене ялан асра тытаççĕ: çынна усал сунакан е япăх ĕç тăвакан хăех путланать. Эпир çавăнпа кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме хăнăхнă, çĕнтеретпĕр те», — терĕ Елчĕк районĕнчи «Труд» ЯХПК агрономĕ Эльза ГЕРМАНОВА.

— Эльза Алексеевна, çакна мĕнпе çирĕплетме пултаратăр?

— Малтан пĕр пулăма аса илем- ха. Пирĕн ялти ĕлĕк-авалах лартнă чиркÿ нихăçан та ĕçлеме чарăнман. Аслă ăрурисем аса илнĕ тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче тÿре-шара ăна питĕ пăстарасшăн пулнă. Анчах халăх килĕшмен. Çавăнпа чиркÿ хĕресĕсене антарма Шупашкартанах килсе çитнĕ пулать. Анчах... Пĕри, пилĕкĕнчен вĕренпе çыхăнса, купол патне хăпарса хĕрессенчен пĕрне хускатма хăтланать кăна — çĕрелле вирхĕнсе анать. Теприне те çав шăпа кĕтет. «Юрĕ эппин, лăпланăр, — тет çакна асăрхаса тăракан ял канашĕн пуçлăхĕ, хăй те турра ĕненекенскер, хуларан килнисем хирĕçленине пăхмасăр. — Пирĕншĕн чиркÿ яланах таса вырăн пулнă. Лартăрах. Кама кансĕрлет вăл?»

Çак сăмахсене илтсен ĕненекенсем чĕркуçленсех сăхсăхнă, хăватлă Турра мухтаса юрланă, кĕлĕ тунă. Чăн та, каярахпа çав чансене çĕмĕре-çĕмĕре антарнă, таçта илсе кайса шăратнă. Апла пулин те чиркÿ малаллах ĕçленĕ. Ырă çынсем, уйрăмах Петĕр атте тăрăшнипе ăна çĕнетсех тăнă, купол çине тонна ытла таякан янравлă çĕнĕ чан вырнаçтарнă. Вăл Елчĕк тăрăхĕнче кирек хăçан та /паян та!/ ĕненекенсене пĕр-пĕринпе çывăхлатакан, килĕшÿ çуратакан таса вырăн шутланать.

— Эппин, чиркÿпе «Труд» пĕрлешÿллĕ хуçалăх çирĕплĕхĕнче /вăл республикăри лайăх аталанакан 100 ял хуçалăх предприятийĕ шутĕнче/ мĕнле çыхăну куратăр?

— Мăшăрăм Валерий Германов, малтан агроном пулнăскер, çирĕм çула яхăн «Труд» кооператива ертсе пырать. Йывăр пулсан та ура çине çирĕп тăтăмăр. Колхоз пĕр пуссăр тенĕ пек тăрса юлнă çулсенче, вăл вăхăтри хуçа миллионлăх векселе пĕр палламан çынна тыттарса янă та, уншăн ниепле те татăлайман. Парăм ÿссе пынă. Çĕнĕ ертÿçĕ Валерий Иванович ĕçлеме тытăнсанах маларах арестленĕ пурлăха /выльăх-чĕрлĕхе, ыттине те/ илсе тухма суд приставĕсемпе вĕсене пулăшакансем йышлăн килсе çитеççĕ. Хуçалăх ертÿçипе пурлăхшăн яваплă çынсене тĕрлĕ пÿлĕмсене питĕрсе илеççĕ. Халăх пĕрлĕхĕ, пĕр-пĕрне хÿтĕлени, ăнланни кăна пысăк хирĕç тăру пулассине сирет. Векселе мĕншĕн тата ăçта вырнаçтарни никамшăн та уçăмлă пулманни, унăн пысăк парăмĕ илсе пынă çав пăтăрмах патне.

Çĕнĕ хуçана ăнланса, килĕштерсе ĕçленипе, парăмпа татăлма май килчĕ. Малалла вулас...

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика