Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх министрĕ - пирĕн районта

15 декабря 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăннă «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфратытăма аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн пирĕн районта мĕнле ĕçсем пурнăçланнă-ха? Çак ыйтăвăн тупсăмне пĕлес тесе ĕнер пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах Чăваш Сурăм ял тăрăхне çитрĕ.

«Республикăра çеç мар, пирĕн районта та инфратытăма аталантарассипе проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Сăмахран, кăçал пирĕн районта ял çыннисен пуçарăвĕпе темиçе проект та хута кайрĕ. Чăваш Сурăмĕнче пушар машини валли хăтлă гараж çĕклерĕр, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Кунта вара кашнин тÿпи пуррине асăнчĕ вăл. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, 16 яла пĕрлештерсе тăрать вырăнти хăй тытăмлăх органĕ. Килĕренех 400-шер тенкĕ пухнă. Малашне ДПО-ра 2 çын ĕçлĕ.

Хыççăн ĕçлĕ ушкăн Сурăмварри ялĕнче пулчĕ. Кунта Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса палăк тунă. «Инициативлă бюджет чылай проекта пурнăçа кĕме пулăшать. Çакна та палăртса хăварас килет, халăхран пухнă укçа-тенкĕ ăçта кайнине кашнин пĕлсе тăмалла, ĕçĕ куç умĕнче пулмалла», - терĕ Сергей Геннадьевич. Кăçал республикăри 97 ял тăрăхĕ 104 проекта пурнăçа кĕртни пĕрремĕш çулшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсен йышне Элĕк районĕ кĕнине те асăнчĕ министр. Александр Куликов çитес çул пирĕн районта тепĕр 9 проект пурнăçланмаллине пĕлтерчĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика