Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрсене чыс та мухтав

Декабрĕн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Тăван çĕршыв паттăрĕсен кунне паллă турĕç. Кашни тапхăрăн хăйĕн паттăрĕ. Вĕсем çĕршыв историне пысăк тÿпе хывнă, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Çак куна халалласа Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Вĕсем культурăпа кану паркĕнчи Паллă мар салтак палăкĕ умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса шăп тăнă, Афганистан тата Чечен вăрçине хутшăннă салтаксене аса илнĕ.

Элĕкри тĕп библиотекăра паттăрсене халалласа «Паттăрсене яланах мухтав!» патриотизм урокĕ иртнĕ. Кунта ачасене Çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ орденĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Мирон Ефимович Ефимов çинчен каласа панă. Йăлкăш ял тăрăхĕнчи ветерансем вара Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче куравра пулнă. Музей директорĕ Ольга Алексеева вĕсене хамăр тăрăхран тухнă паттăрсен пурнăçĕпе паллаштарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 декабря 2017
10:50
Поделиться