Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Елочка» операци пырать

«Елка, елка питĕ капăр, симĕс-симĕс йĕпписем...» сăвă сăмахĕсене пурте питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çĕнĕ çул уявне пĕчĕккисем кăна мар, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çавăнпах çак уява кашниех тĕплĕн хатĕрленме тăрăшать. Чăрăш касса е туянса кил-çурта илемлетет. Анчах та хальхи вăхăтра елка касас енĕпе йĕрке çирĕпленнĕ.

Лăсăллă йывăçсене саккунсăр майпа касассинчен сыхлас тĕлĕшпе çулталăкăн юлашки уйăхĕнче çулсеренех «Елочка» операци ирттереççĕ. Асăннă мероприятин тĕллевĕ - вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче вăрман законодательствине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртасси, асăрхаттарасси тата лăсăллă йывăçсене касма чарасси.

Çак операци Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче иртет, çавăнпа та вăл хăйĕн усăлăхне кăтартма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ çул тĕлне пÿртре илем кĕртес тĕллевпе пĕр йывăçа касни те администартивлă йĕркене пăсни шутланать. «Елочка» операци умĕн çакăн пек майпа право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсен шучĕ те нумай хут ÿсет. Çав вăхăтра вăрман сăтăрçисенчен сыхласси те вăйланать. Вăрман хуçалăхĕн сотрудникĕсемпе пĕрле саккуна пăсакансене тытса чаратпăр. Вĕсене прокуратурăна е Шалти ĕçсен пайне илсе çитеретпĕр. Çĕнĕ çул чăрăшне вăрман территорийĕнчен мĕнле майпа турттарса тухнине те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Вăрман хуралçисен тата полици ĕçченĕсен экипажĕсемсĕр пуçне браконьерсене тытас тĕлĕшпе хальхи йышши техника хатĕрĕсене те усă кураççĕ: фотокапкăнсем, вăрмансенче видеомониторинг тытăмĕ ĕçлĕ, çавăн пекех квадрокоптерсем те усă кÿрĕç.

Чăрăш касакансене çирĕпех айăплаççĕ. Саккунсăр майпа «вăрман пикине» каснă граждансене 3 пинрен пуçласа 4 пин тенкĕтаран, должноçри çынсене 20 - 40 пин тенкĕ, юридици сăпатлă çынсене 200 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ административлă штраф параççĕ. Тĕрлĕ механизмсемпе, автомототранспортсемпе тата ытти техникăпа усă курса йывăç каснăшăн граждансене 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран административлă штраф параççĕ, унсăр пуçне саккунсăр майпа каснă çут çанталăк пурлăхне те, йĕркене пăснă ĕç хатĕрне те конфискацилеççĕ. Çакна та асра тытăр - саккунсăр майпа каснă икĕ йывăçшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 260-мĕш статйипе килĕшÿллĕн административлă йĕркене пăснине уголовлă айăп çине куçараççĕ. Саккунлă майпа туяннă чăрăш йÿнĕрех пулĕ.

А.КОНСТАНТИНОВ,

районти полици пайĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 декабря 2017
10:33
Поделиться