Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кун пекки ĕмĕрте пĕрре пулать!

2017 çулхи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри вăл – кĕркунне Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ. Хăйĕн историйĕнче 19-мĕш хут, Раççейре 3-мĕш хут иртекен фестиваль çамрăксен пурнăçĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунта хутшăнма чи пултаруллисем тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн район яшĕсемпе хĕрĕсем те пур. Элĕк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Юра Чашков, Мăн Ямаш вăтам шкулĕнчен тухнă, халĕ ЧППУ-че пĕлÿ пухакан Иван Баранов ячĕсем фестиваль историне кĕрсе юлчĕç. Педагог пулма хатĕрленекен, хальлĕхе пĕлÿ гранитне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «кăшлакан» Аня Кузьмина пурнăçĕнче те фестиваль хăйне евĕр вырăн йышăнать. Сăмах май, Аня Элĕк районĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ачалăх кунĕсене Асаматра кукашшĕпе кукамăшĕ – Алексей Михайловичпа Любовь Алексеевна Алексеевсем патĕнче хăнара ирттернĕ. Аня хаваспах фестиваль кунĕсем çинчен каласа пама килĕшрĕ:

- Кăçал Сочи хулинче иртнĕ фестиваль тĕнче тата Раççей историйĕнчи чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртмалла. Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕсенчех эпир туслăх тата пĕрлĕх туйăмĕсен авăрне лекрĕмĕр. Урăх хуласенчен тата çĕршывсенчен килсе çитнĕ тантăшсемпе паллашни тĕлĕнмелле туйăмсем парнелет. Эпир ахаль кăна калаçнипе çырлахман, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, ытларах пĕлме тăрăшнă. Фестивальте мастер-классем, лекцисем, спорт мероприятийĕсем чылай йĕркеленине палăртмалла. Тавлашу лапамĕ- сем, тĕлпулусем чăннипех те тухăçлă иртрĕç. Кунта кашниех хăйĕн кăмăлне каякан мероприятие хутшăнма пултарчĕ. Мана уйрăмах Олимп чемпионĕсемпе – Александр Карелинпа тата Александр Поповпа тĕл пулни асра юлчĕ. Çакăн пек паллă çынсемпе курнăçасси ĕмĕрте пĕрре пулать. Курни кăна мар, вĕсенчен спортри çитĕнÿсем çинчен ыйтса пĕлни мĕне тăрать. Çакă пĕтĕмпех вăй-хăват парать. Культурăпа ÿнер ĕçченĕсемпе – Ирина Великановăпа, Фредерик Бегбедерпа, Сергей Безруковпа тата Эдгар Запашнăйпа иртнĕ тĕлпулусем уйрăмах асра юлчĕç. Вĕсем ÿнерти ирĕклĕхпе яваплăх темисене сÿтсе яврĕç. Çамрăксем панă ыйтусем çине уççăн хуравларĕç. Ун пек çынсем çине пăхсан кăмăл çĕкленет.

Спорта кăмăллакансем МАТЧ-ТВ телеканал йĕркеленĕ массăллă чупура хутшăнма пултарчĕç. 2017 метр дистанцие Тина Канделакипе пĕрле парăнтарни уйрăмах асра юлчĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçласа асăнмалăх пĕчĕк парнесем илни те манăçмасть.

Фестивальте регионсен куравне çитсе курни те куç умĕнчех. Кунта тĕрлĕ регион çинчен ытларах та ытларах пĕлме май пулчĕ. Маттуртараххисем конкурссене хутшăнса парнесене те тивĕçрĕç. Куравсенче пĕрисем халăхăн иртнĕ кун-çулне сăнарланă пулсан, теприсем паянхи кун ыйтакан çĕнĕ технологисене кăтартма тăрăшни сисĕнчĕ. Пирĕн республика «Чăваш Ен çамрăкĕсем» ятпа интерактивлă стенд хатĕрленĕ. Кунти информацие ултă чĕлхепе вуласа паллашма майсем туса панă.

Паллах, фестивалĕн кашни саманчĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Кунта эпир тĕлĕнмелле вăй-хăват илнисĕр пуçне çĕнĕ тус-юлташ тупма пултартăмăр. Вĕсем вара тĕнчипех сарăлнă.

М. МИХАЙЛОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 декабря 2017
10:33
Поделиться