ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин суйлава хутшăнать

15 декабря 2017 г.

2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕ - Раççей Президентне суйламалли кун. Чулхулара ГАЗ ĕçченĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра Владимир Путин суйлава хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратасси пирки пĕлтернĕ.

"Кунашкал йышăну тума хистекен тĕп сăлтавсен шутĕнче çĕршыв халăхĕн пурнăçне лайăхлатма, Раççей хăватне вăйлăлатма, малашлăха çирĕппĕн утакан патшалăх туса хума тăрăшни çеç пулма пултарать", - тенĕ Владимир Владимирович. Тĕллевсене вара Тăван çĕршыв гражданĕсем хăйне шаннине тата пулăшма хатĕррине туйса тăни çеç пурнăçа кĕртме май панине те палăртнă вăл. Çавна май Президент тĕлпулăва пухăннисенчен унăн кандидатурине ыттисем мĕнле йышăнассипе кăсăкланнă. Залра ларакансем пĕр харăссăн Владимир Путин суйлава тăваттăмĕш хут хутшăнассине ырласа йышăннине пĕлтернĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем те çак хыпара савăнса йышăннă.

Хаклав

Геннадий РАКЧЕЕВ,

Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Владимир Путин - çĕршыври чи вăйлă та чăннипех пысăк хисепе тивĕçлĕ лидер. Вăл Раççей, унсăр пуçне регионсен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлени çинчен кашниех пĕлет. Политика юхăмне витĕм кỹрес, кăткăс саманара патшалăха тытса пырас, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пăхсан хальхи вăхăтра çĕршыва ертсе пыракан Президентпа танлашма пултараканни урăх никам та çук. Эпир ăна шанатпăр, вăл çĕршыва малашне те аталану çулĕпе ертсе пырасси пирки пачах иккĕленместпĕр.

Василий ГАВРИЛОВ,

пенсионер:

- Паян çĕршыв умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама, экономика хăватне ỹстерме, социаллă пурнăçа лайăхлатма, умри йывăрлăхсене çĕнтерме Владимир Путин анчах пултарать. "Лашасене кĕпер урлă каçнă чухне улăштармаççĕ", - тенĕ ваттисем. Владимир Путин суйлава хутшăнасси çинчен пĕлтернине ырласа йышăнатăп. Çавăнпа та вăл 2018 çулхи Президент суйлавне хутшăнма çирĕп шухăш тытни савăнтарчĕ. Вăл ертсе пыракан политика пире килĕшет, çĕршыв тилхепине тытса пыма та тепĕр хут ăнах шанăпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика