АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçчен çынна савать

15 декабря 2017 г.

Ял ĕçчен çынна савать

Çĕр çынни ĕлĕкрех хиспере пулнă. Ирхи хĕвелпе ака-сухана тухнă. Килне сĕм çĕрле, ураран ура иртми пуличчен ĕшенсе таврăнсан та ÿпкелешмен. Тури Вылари ÿркенмен, ĕçшĕн çунакан Артемьевсен витинче йыш хушăнсах пырать. Тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ вĕсем. Виçĕ сумалли ĕне, вăкăр, пăрусем, сурăхсем - пĕр кĕтÿ.

Ĕçрен хăраманнисем, мал ĕмĕтпе пурăнакансен, чăн та, ларса канма та вăхăт çук. Вĕсем хуçалăха çирĕп алăра тытса тăни кашни утăмрах сисĕнет. Кирек ăçталла пăхсан та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ пулсан та картишре ытлашши япала выртнине кураймăн. Кашниех хăй вырăнĕнче. «Ĕне сăвассинчен хăрамастăп, нимĕнле йывăрлăх та туймастăп. Выльăхсемпе ĕçлени мана киленÿ çеç кÿрет. Вăйпитти чухне татах та ытларах усрамалла. Ялта вăхăта тата урăх мĕнле ирттермелле; Ĕçлесен çын çамрăк курăнать», - ăнлантарать кил хуçи хĕрарăмĕ. Людмила Ильиничнăпа Анатолий Тимофеевич тăватă-пилĕк сехетрех ура çине тăраççĕ. Ял пурнăçĕ çапла вăл - ир пуçласа каçчен ĕç пĕтмест кунта. Сĕт пуçтарма киличченех выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма та, витене тасатма та ĕлкĕреççĕ вĕсем. «Выльăх-чĕрлĕх тытакан çын тутă пулнă», - теççĕ халăхра. Çак сăмахсене Тури Вылари Артемьевсем çинчен каланăн туйăнать. Сĕтел яланах килте туса илнĕ апат-çимĕçпе пуян. Кĕркунне вара унта хур тукмакĕ те, кукăлĕ-çăмахĕ те пăсланать.

Виçĕ 60 сотăй, 5 гектар ытла çĕр çинче утă, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ Артемьевсем. Техника енчен пĕр чăрмав та çук вĕсен, çавăнпа та ĕçĕ кал-кал пулса пырать. Хушма хуçалăхра техника пулмасан йышлă выльăх валли çителĕклĕ апат хатĕрлесе ĕлкĕреймĕн. Артемьевсен ку тĕлĕшпе утă туса илмелли пĕтĕм хатĕр пур: çулаканни, тавăраканни, пуçтараканни. Хĕл хырăмĕ пысăк. Çуллахи вăхăтра канма пĕлмесĕр капанĕ-капанĕпе утă хатĕрлеççĕ Артемьевсем. Хĕл хырăмĕ пысăк пулнине шута илсе кăçал та утă-улăмне çителĕклĕ янтăланă. Ÿт хушаслăхне тата сăвăма утăпа кăна ÿстереймĕн. Çавăнпа та упăшкипе арăмĕ рациона тĕрлĕ хутăш кĕртеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхнăран ĕнесем сĕтне те нумай параççĕ, пăрусем те ÿт хăвăртах хушаççĕ. Артемьевсем çу кунĕсенче райпона 60-шар литр сĕт параççĕ. Çемье хушма хуçалăхпа çеç пурăнмасть. Хушма хуçалăх вара - хушма ĕç. Кил хуçи арçынĕ Анатолий Артемьев хуçалăх арканиччен унта тăрăшнă, хыççăн магазинта кочегарта вăй хунă, халĕ вара Шупашкарта стройкăра тăрмашать. Мăшăрĕ 33 çул пĕр улшăнмасăр магазинта тимлет. Артемьевсем 3 ача пăхса ÿстернĕ, халĕ вĕсен 5 мăнук. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав. Артемьевсен виçĕ ачи те ашшĕ-амăшĕ пек ĕçчен, тăрăшуллă çитĕннĕ. Пушă вăхăт тупнăсанах хуларан яла вас-каççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшне пулăшмаллине нихăçан та манмаççĕ. Лешсем те вĕсемшĕн тăрăшаççĕ. Ачисем тутă пурăнччăр тесе йышлă выльăхпа хур-кăвакал тытаççĕ. Хăйсене шанса вăй хураççĕ вĕсем. Ĕçсĕр пĕр кун та пурăнаймаçĕ. Пурăнма майĕ те çук. Выльăхăн хырăмĕ часах выçать.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика