Комсомольский муниципальный округ

Республика аталанăвне пысăк хак панă

Çак кунсенче Чулхулара Раççей Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăлçи федераллă округри МИХсен тĕп редакторĕсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Конференцие республикăри "ГТРК "Чувашия" патшалăх телерадиокомпанийĕн филиал директорĕ Екатерина Канюка тата "Советская Чувашия" тĕп редакторĕ Владимир Васильев хутшăннă.

Михаил Бабич конференцие хутшăннă журналистсемпе кăçал Атăлçи федераллă округри социаллă экономика тата обществăпа политика пурнăçĕ мĕнле аталанса пынине сỹтсе явнă.

Журналистсем 30 ыйту панă. Тĕлпулура вăл пĕрлехи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене, регионсенчи политика лару-тăрăвне, коррупципе çыхăннă ыйтусене, тĕрлĕ конфесси представителĕсем хушшинчи çыхăну, транспорт инфраструктурин аталанăвĕ, обществăлла проектсене пурнăçа кĕртес, вĕрентỹ системине аталантарас, вăл шутра нумай нациллĕ республикăсенче тăван тата патшалăх чĕлхисене хăй ирĕкĕпе вĕренес темăсене хускатнă, ыйтусем çине хуравланă.

Михаил Бабич тĕлпулура Чăваш Республики электротехника кластерĕнче пысăк хăватлă наукăпа промышленноç регионĕ тата инвесторсене явăçтарас тĕлĕшпе лидер пулнине каланă.

("Советская Чувашия" хаçатран).



"Каçал Ен"
12 декабря 2017
21:54
Поделиться