Мочарский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьери килĕшÿ сурăх çĕнсе илме пулăшрĕ

08 декабря 2017 г.

Çемьери килĕшÿ сурăх çĕнсе илме пулăшрĕ

«Аннепе пĕрле» конкурсра путек çĕнсе илнĕ Светлана Михайлова чыслава килсенех парнепе амăшне Галина Ландышевăна савăнтарма тĕллев тытнине каланăччĕ: ара, Етĕрне районĕнчи Килтĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Галина Петровна нумай пулмасть кăна-ха хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă. Ас тăватăр-и, вĕсем сăн ÿкерчĕкре те пĕрлех сăнланнăччĕ. Галина Петровна хĕрне Светланăна ачаранах ĕç майне хăнăхтарнă. Халĕ мăнукĕсем Викторийăпа Ирина аслисенчен вĕренсе пыраççĕ, вĕсене май килнĕ таран пулăшаççĕ. Жюри членĕсем путек хуçине палăртнă чухне шăпах виçĕ ăру çыннисем пĕр-пĕринпе канашласа ĕçленине, вĕсен стена хаçачĕ ыттисемшĕн кăсăклă пулнине шута илчĕç. Ландышевсен алă çыпăçулăхĕ пирки «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра хăй вăхăтĕнче çырнăччĕ. Çак статьяна та кĕртнĕ вĕсем стена хаçатне. Авă унти сăн ÿкерчĕкре арăмĕпе упăшки Нарспипе Сетнерлĕ хапха умĕнче тăраççĕ.

Çак эрнере Йÿçпанри Ландышевсем Анат Мучарти Светлана Иванова фермер патне путек илме кайрĕç. Пирĕн те çак тăрăха тепĕр хут çитсе килес килчĕ. Ырă чунлă Светлана Станиславовна путек шантарнăччĕ, хăй вара кĕтÿрен сурăх тытса пачĕ. Ландышевсен килĕнче йыш хуштăрах ĕнтĕ вăл. Галина Петровнăпа унăн ывăлĕ Владимир пысăк парнешĕн çав тери хĕпĕртерĕç.

400-тен 1000-е çитернĕ

Светлана Ивановăн хресчен фермер хуçалăхĕ аталанса пыни куç кĕрет. Пĕлтĕр 400 сурăх усратчĕ вăл. Халĕ выльăха 1000 пуçа çитернĕ. Романовски, Куйбышевски, Голландски ăратлă сурăхсене виçĕ кĕтĕве уйăрнă. Вĕсем хĕлле те ферма таврашĕнче уçăлса çÿреме хăнăхнă. Светлана Станиславовна ăнлантарнă тăрăх, уçă сывлăша тухакан выльăхăн ашĕ тутлăрах, сĕтеклĕрех. Фермăран кăларман сурăх какайне вара тислĕк шăрши çапма пултарать.

Зоя Маловăпа Маргарита Михайлова фермăра сурăх хупакан вырăна шăлса тасататчĕç. Çаврăнăçуллă чăваш хĕрарăмĕсене ĕçе илнĕ фермер. Çавăнпах шалта та, тулта та тирпейлĕ. Владимир Емельянов тракториста та, Азизбек Хакимов выльăх пăхакана та ĕçченлĕхĕшĕн, вăрварлăхĕшĕн мухтать Светлана Станиславовна. Узбек каччи пĕлтĕр те сурăх ферминче тăрăшнă. Кăçал каллех Анат Мучара çаврăнса çитнĕ вăл.

«Паян, сăмахран, каç пуличчен 9 сурăх пăранларĕ. Ыран ирччен ыттисем те йыш хушĕç. Хăш чухне хамăн та фермăра çĕр каçма тивет», — каласа кăтартать хастар хĕрарăм.

Светлана Станиславовна сурăх усранипе кăна çырлахасшăн мар, вăкăр çитĕнтерсе сутасшăн. Ун чухне ферма çуртне юсаса çĕнетме, çĕннине хăпартма нухрат çитсе пырĕ. Ĕç вырăнĕ нумайланни ял халăхĕшĕн пушшех пĕлтерĕшлĕ

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/izdaniya/chavash-herarame

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика