АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене çар служби илĕртет

12 декабря 2017 г.

Октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви кăçалхипе виççĕмĕш хут ĕнтĕ «Çĕршыва хÿтĕлемелли çакăн пек професси пур!» Пĕтĕм Раççейри информаципе агитаци акцине ирттерет.

Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ шкулсенче пĕлÿ илекенсене Оборона министерствин аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем, çар енĕпе пĕлÿ илнин е контрактпа хĕсметре тăнин лайăх енĕсем çинчен каласа парасси. Ку пулас çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн, уйрăмах кадетсемшĕн, усăллă пулнине тĕпе хурса çак кунсенче Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарне Владимир Казакова Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкула чĕнтĕмĕр те. Владимир Иванович 6-мĕш, 7-мĕш кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Чи малтанах вăл çамрăк ăрăва салтак пулма шкул сакки çинче ларнă тапхăртах хатĕрленмеллине, паян çар службине çирĕп сывлăхлă та çивĕч ăслă çамрăксем кирлине палăртрĕ. Элита çар чаçĕсене вара пысăк пĕлÿ шайĕллĕ яш-кĕрĕме çеç илнине пĕлтерчĕ.

«Паян çĕршыв шайĕнче çар техникине çĕнетесси, вăйлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа та унти хăватлă тата тĕрлĕ енлĕ аппаратурăпа ĕçлеме çăмăлах мар. Пысăк тавракурăмлă, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çивĕч çамрăк çеç ăна парăнтарма пултарать. Паллах, çар çыннин пурнăçĕ çăмăл теме çук. Ĕçне кура вара тÿлевĕ те, çар çыннисене валли патшалăх шайĕнче тĕрлĕ çăмăллăх çирĕплетнĕ», - ăнлантарчĕ В.Казаков кадетсене. Шкул ачисене çар училищисене вĕренме кĕмелли, контракт мелĕпе çар ретне тăрас пулсан мĕнле пахалăхсене шута илни кăсăклантарчĕ. Çавăн пекех кадетсем паянхи çар чаçĕсенче салтаксене апатлантарнипе те, куна мĕнле ирттернипе те, çывăх çыннисемпе мĕнле майпа çыхăну тытнипе те интересленчĕç. Кашни ыйту çинех тивĕçлĕ хурав илчĕç пулас çĕршыв хÿтĕлевçисем.

Константин ГРОМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика