АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сотрудниксем ĕç этикине пăхăннине тĕрĕслесех тăмалла

12 декабря 2017 г.

Сотрудниксем ĕç этикине пăхăннине тĕрĕслесех тăмалла

«Коррупцие хирĕç кĕрешесси çĕршывăн стратегилле тĕп задачисенчен пĕри. Çак ыйтăва тивĕçлипе татса панинчен çынсем харпăр хăйне мĕнле туйни, власть органĕсене шанни тата общество çирĕплĕхĕ килет те», - тăтăшах палăртать Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕсенче.

Çакна регион шайĕнчи мĕнпур тытăмра тĕпе хурса ĕç-хĕле йĕркелемеллине асăрхаттарчĕ те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев декабрĕн 8-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ анлă ларура. Чăваш Республикинче коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен координаци Комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Енри патшалăх органĕсен ертÿçисем, аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен ректорĕсен Канашĕн членĕсем, студентсен хастарĕсен представителĕсем пулчĕç. Çавăн пекех асăннă ларăва видеоконференци мелĕпе муниципалитетсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

- Комиссин анлă ларăвне ку хутĕнче ăнсăртран мар ĕнтĕ Коррупцие хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун умĕн ирттеретпĕр. Сăмах май, ку эрне тăршшĕпех регионта асăннă куна халалласа «çавра сĕтелсем», семинар-канашлусем тата ытти мероприятисем иртрĕç. Çакă пĕтĕмпех коррупци çулне пÿлесси Чăваш Республикинчи патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ пулнине çирĕплетет те. Ку тĕлĕшпе регионта взятка сĕнекенсене, илекенсене, конвертпа шалу тÿлекенсене тупса палăртассипе ятарлă службăсенче тăрăшакансем тимлĕ сăнаса тăраççĕ, - лару пуçламăшĕнчех палăртрĕ регион ертÿçи.

Республикăра саккунсене çĕнĕлĕх кĕртни, патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни те çакна çирĕплетет. Ятарлă йышăнусем вара ку енĕпе лару-тăрăва лайăхлатнине, коррупцилле преступленисем çинчен право хуралĕн органĕсене иртнĕ çулхинчен çăхавсем сахалтарах килни те çирĕплетнине пĕлтерчĕ М.Игнатьев. Чăваш Республикинчи патшалăх органĕсенче коррупци çулне пÿлес ĕç-хĕле çĕнетсе пымаллине, ку чухне профилактика çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарчĕ вăл. Çавăнпа та ертÿçĕсене вĕсен сотрудникĕсем ĕç этикине тата хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне ятарлă йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăма сĕнчĕ. Коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçре обществăлла организацисемпе массăллă информаци хатĕрĕсен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупци çулне пÿлессипе республика, район хаçачĕсенче, радиопа телевиденире интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ материалсем хатĕрленĕ, Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркелесе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ авторсене чысларĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтеш - «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакторĕ Эльвира Кузьмина пулнине те палăртма кăмăллă. Вăл та çĕнтерсе дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ.

Координаци Комиссийĕн анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ коррупцие хирĕç кĕрешес сферăра тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пусрĕç. Ăсчахсен ушкăнне ĕçе явăçтарни Чăваш Республикинчи власть органĕсенче коррупци çулне пÿлессипе çыхăннă ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме май парасса шаннине пĕлтерчĕ регион ертÿçи.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский коррупцилле преступленисене тупса палăртас тĕлĕшпе тăтăшах тĕрĕслевсем ирттернине палăртрĕ. Шăп та шай асăннă мероприятисен тапхăрĕнче ĕнтĕ çакăн йышши тĕслĕхсене шута илнине пĕлтерчĕ. 2017 çулхи 11 уйăхра прокуратура органĕсем кун йышши 2566 тĕслĕх регистрациленĕ. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн должноçри 829 çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă. Вăл шутра саккуна пăснине пула шанчăка çухатнипе 6 çынна ĕçрен хăтарнă. Прокурорсен постановленийĕпе юридици тата уйрăм 76 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

Чăваш Республикинчи социологсен «СОЦИС» обществăлла организацийĕн директорĕ Дмитрий Борцов регионта пурăнакансемпе коррупци тĕлĕшпе ыйтăм ирттерни, унăн кăтартăвĕсем çинчен каласа пачĕ. Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх, 2010 çулхипе танлаштарсан çынсем хушшинче вăл е ку ĕçе тăвас тĕлĕшпе должноçри çынсене «тÿлесси» палăрмаллах чакнă. Ун чухне ыйтăма хутшăннă 1000 çынран 42 проценчĕ должноçри çынпа коррупцилле килĕшĕве хутшăннине пĕлтернĕ, 2017 çулта кун пеккисен шучĕ 7 процентпа çеç танлашнă. Ыйтăма хутшăннисенчен чылайăшĕ ачи-пăчине «кирлĕ» шкула вырнаçтарнă, шкул е ача садне юсанă, ача çуратнă, тĕпренчĕкне валли канма е сипленме путевка илнĕ чухне укçа тĕкнине пĕлтернĕ те. Çавăнпа та ларура Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн, Ĕç тата социаллă хÿтлĕх, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕсем ку енĕпе ведомствăсенче мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки тухса калаçрĕç.

Чăваш Енри Информаци политикин министрĕ Александр Иванов та коррупцилле преступленисем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă каласа пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине, çакă та çынсен ăс-хакăлĕ çине пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ. Ку чухне право хуралĕн органĕсемпе МИХсем пĕрле профилактика ĕçне пурнăçланине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Админиситрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев юлашки виçĕ çул хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ регионти ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупцие хирĕç кĕрешессипе тĕрĕслевсем ирттернине палăртрĕ. Çакна тĕпе хурса çитес çултан ĕç тăвакан власть тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсен хăйсен ведомствăри учрежденийĕсенче те тĕрĕслевсем йĕркелемеллине пĕлтерчĕ.

Н.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика