Комсомольский муниципальный округ

Зверева чĕрчунсене пулăшасшăн

Кăçал Ольга Звереван пурнăçĕнче чылай улшăну пулса иртнĕ. Шкул саккипе сывпуллашнăскер халĕ - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки. Хĕр выльăх тухтăрĕн специальноçне алла илет, вăл кун пирки 4 çултанпах ĕмĕтленнĕ! Çапла, Ольга мĕн пĕчĕкренех чĕрчунсене юратнă, вĕсемпе чылай вăхăт ирттерме тăрăшнă. Пĕчĕк чухне ашшĕн пиччĕшĕпе, ветеринарта тăрăшаканскерпе, тăтăшах фермăна кайнă, выльăхсене епле пăхнине, укол тунине тимлĕ сăнанă. Ỹсерехпе хăех килти чĕрчунсене сипленĕ.

Каçал тăрăхĕнче Вутланта çуралса ỹснĕ Ольга çемьере - кĕçĕнни. Ашшĕпе амăшĕ виçĕ хĕре тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Зверевсен çемйинче кашнинех професси расна: Ольăн аслă аппăшĕ медицина енĕпе вĕреннĕ, тепри вара экономист специальноçне алла илет. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕреннĕскер, çамрăк армеецсен командине ертсе пынă, районти "Чи лайăх командир" ята çĕнсе илнĕ. Волонтер юхăмĕнче те хастарлăхпа палăрнă. Вĕренỹри тата ытти çĕрти çитĕнỹсемшĕн Оля пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Спортра, юрă-ташăра, кирек епле мероприятие те хутшăнмасăр юлман вăл. Ашшĕ-амăшĕ çапла çитĕнтернĕ тĕпренчĕкĕсене. Амăшĕ виçĕ хĕрне те чăваш кĕпи çĕлесе панă. Ăна тăхăнса вĕсем пĕрре мар ялти клубра концерт лартнă. Çемье пуçĕ хĕрĕсене çирĕп воспитани панă, техникăна юратма, спортпа туслă пулма вĕрентнĕ. Зверевсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, ялта вĕсем - тĕслĕх шайĕнче. Оля 18 çул тултарсанах, аппăшĕсем пекех, водитель правине илесшĕн. Çулла ялта мотоциклпа ярăнма кăмăллаканскер руль умне ларма шикленмест, "тимĕр ута" ỹке-ỹке çăварлăхлама хăнăхнă пулсан та. "Ял халăхĕ пирĕнтен тĕлĕнет. Ара, эпир, хĕрсем, йывăр тиевлĕ машина, мотоблок рулĕ умне те ларатпăр-çке. Атте аякри хулара вăй хунă май килти хăш-пĕр йывăр ĕçе хамăрах пурнăçлатпăр, сăмахран, утă турттаратпăр", - каласа кăтартрĕ Ольга. Турник çинче те çăмăллăнах туртăнать вăл, ку енĕпе шкулта арçын ачасенчен те ирттернĕ. "Эпĕ - аттен идеаллă ывăлĕ, анчах хĕрача", - шỹтлерĕ вăл.

Студент пулса тăрсан та Оля спортран пăрăнмасть, тăтăшах ăмăртусене хутшăнать. Пике юлашки вăхăтра пултарулăхне ытларах аталантарасшăн. Тен, çак туртăмах ăна нумаях пулмасть республикăра аслă шкулсем хушшинче иртнĕ "Студентлăх пики" илем конкурсне хутшăнма хистенĕ. Кун пирки Ольăна аппăшĕ сĕннĕ, иккĕшĕ пĕрле кайса заявка панă. "Мана унта йышăнасси иккĕлентерчĕ. Конкурса хутшăнас кăмăллă пике нумайччĕ, пĕринчен тепри илемлĕччĕ. 10 çынран иккĕшĕ çеç - чăваш. Кастингра эпĕ хам çырнă чăвашла сăвва вуларăм, юрă шăрантартăм. Вырăсла илемлĕ калаçаймасран шиклентĕм. Пирĕн, чăвашсен, пурпĕрех акцент сисĕнет вĕт. Анчах, пысăк сцена çине пурнăçра иккĕмĕш хут тухрăм пулин те, хумханмарăм. Пире визажистсем илемлĕ макияж тунăччĕ. Эпĕ сцена çине тухсан анне мана тỹрех палласа илеймерĕ",- аса илчĕ хĕр. Илем конкурсне пуçласа хутшăннăскер вице-мисс ята çĕнсе илни пысăк çитĕнỹ! Конкурс умĕнхи тĕрĕслеврех вăл жюрие хăй чăваш пулнине пĕлтернĕ. "Республикăра çĕнтерсен Чăваш Ен чысне çĕршывра хỹтĕлĕп, унта ыттисене тăван халăх культурипе паллаштарăп", - тенĕ вăл. Лешсем Ольга ыттисенчен мĕнпе палăрса тăнине ыйтсан хĕр çепĕç чăваш чĕлхи пирки сăмах пуçарнă. Жюри унăн патриотлă туйăмне, шухăшĕсене ырланă. Шкултан лайăх вĕренсе тухнă, нумай енлĕ аталаннă çак пике Мускава е ытти хулана çул тытма пултарнă, анчах тăван тăрăха хакланăранах Шупашкарта юлнă. Конкурс вĕçленнĕ хыççăн та Ольгăна жюри "Чувашечка" тесе чĕннĕ. "Кун йышши конкурссем иккĕленĕве парăнтарма пулăшаççĕ. Унччен çынсемпе хутшăнма вăтанаттăм, халĕ хăюлăх хушăнчĕ", - палăртрĕ пике.

Занятисем хыççăн Ольга кĕнекесенчен уйрăлаймасть. Вĕренĕве çанă тавăрса пуçăннăскер, ăста специалист пулас тĕллевпе пурăнать. Вăл академири волонтерсен ушкăнне кĕрес кăмăллине те палăртрĕ. Хальлĕхе хĕр нумай пулмасть йĕркеленнĕ студентсен "Зверополис" отрядĕнче тăрать. Ольга Зверевăна выльăх тухтăрĕнче тăрăшмашкăн шăпа пỹрнĕ тейĕн. Ахальтен мар ăна юлташĕсем те: "Эсĕ ветеринар пулмах çуралнă, ку профессипе хушамату пĕр килеççĕ-çке", - теççĕ.

Нина ЦАРЫГИНА



"Каçал Ен"
08 декабря 2017
09:59
Поделиться