Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - пулăшу

08 декабря 2017 г.

2018 çулта нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси пирки илтрĕм. Эпĕ виçĕ ача амăшĕ. Хальхи вăхăтра кĕçĕннипе декрет отпускĕнче ларатăп. Эпир сахал тупăшлă çемье шутланатпăр. Эпир мĕнле пулăшăва шанма пултаратпăр?

Ыйтăва ЧР Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерствин пресс-служби хуравлать:

- Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ, социаллă наймпа пурăнмалли кĕтес, ача сачĕн тỹлевĕсемшĕн компенсаци параççĕ. Йышлă çемьери ачасен патшалăх музейĕсене, куравсене тỹлевсĕр çỹреме май пур.

Сахал тупăшлă çемьесене уйăхсерен пособи тỹлеççĕ. Унăн сумми - ача ỹсĕмне тата çемье категорине кура 167 тенкĕрен пуçласа 1670 тенкĕ таран.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2017 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухнă хушăвĕпе килĕшỹллĕн, виççĕмĕш е ун хыççăн çуралнă ачасемшĕн (2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнисемшĕн) уйăхсерен 8910 тенкĕ пособи параççĕ, ăна ача 3 çул тултариччен тỹлĕç.

Сахал тупăшлă çемьесем коммуналлă тăкаксемшĕн республика бюджетĕнчен субсиди илеççĕ. Çавăн пек компенсацие тăватă е ытларах ачаллисене те уйăхсеренхи пособи шучĕпе шутласа параççĕ.

Аса илтеретпĕр: Раçей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулта çемьесене пулăшу парассине вăйлатма сĕннĕ. Пĕрремĕш ача çуралнăшăн çулталăк çурăна çитиччен уйăхсерен пособи тỹлемелле, чăн та, вăл çемьесен тупăшне кура пулать - сахал тупăшлисем çеç пулăшăва илейĕç. Çакăн валли Раççей бюджетĕнчен 144,5 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Пирĕн республикăра вăтамран 4,4 пин пепкешĕн пособи тивĕçмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика