Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиадăна хутшăннă

08 декабря 2017 г.

Декабрĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕнче суйлав правине пĕлекен вĕренекенсен йышĕнче "Эпĕ - Раççей гражданинĕ" олимпиада иртрĕ. Республика шайĕнче иртекен районти тапхăра Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Хырай Ĕнел, Аслă Чурачăк, Тукай Мишер, Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам, Хирти Явăш тĕп шкулĕсен командисем хутшăннă.

Вĕренекенсем сехет çурăна тăсăлнă олимпиадăра 100 ыйту çине хуравланă. Вĕсем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Конституцийĕсене, Чăваш тата Раççей патшалăхĕн историне, патшалăх органĕсен ĕç-хĕлне, суйлав правине, унăн историне тата суйлав епле пынине туллин çутатса панă.

Ачасен ĕçĕсене тĕплĕн тĕрĕслесе çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Чи нумай балл пухакансем: Юлия Соловьева, Дмитрий Зайцев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Александр Пушкин (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Елена Гатина (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Наталья Воробьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ). Вĕсем район чысне республикăри олимпиадăра хỹтĕлĕç.

В.ГОРДЕЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика