Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрă-ташăпа савăнтарнă

Ураскилтри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор коллективĕ пĕр вырăнта лармасть, районти тата республика шайĕнчи мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Артистсем районти ялсене те концертсемпе çÿреççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем Тени салинчи халăха хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Хăнасем сцена çинче сценкăсем, интереслĕ шÿтсем лартнă. Концерта килнисем артистсене кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2017
09:00
Поделиться