Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уявра петарда та инкек кÿрет

Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ. Пурин те çак уявсене асра юлмалла ирттерес килет. Фейерверксене, петардăсене тата ытти пиротехника хатĕрĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать, анчах та çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан япала пулнине манаççĕ. Чылай чухне фейерверксемпе петардăсене тата ракетăсене пула суранланаççĕ.

Çĕнĕ çулччен виçĕ эрне ытларах çеç юлчĕ, çавăнпа та район центрĕнчи магазинсенче петардăсем сутма пуçланă ĕнтĕ. Çак вăхăтра ашшĕ-амăшне ачисене тимлĕх уйăрма сĕнесшĕн, мĕншĕн тесен ачасем петарда пени инкек патне илсе çитерет. Ача аллинче петарда сирпĕннĕ тĕслĕх икĕ çул каялла пулнăччĕ. Шкул ачин медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтма тиврĕ, больницăра выртса тухрĕ. Çакна та палăртса хăварас килет. Раççей Федерацийĕн Правительствин 1052-2009 № Постановленийĕн 5-мĕш пункчĕн требованийĕсене пăссан РФ Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн 1-мĕш пайĕн 14.1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ. Унсăр пуçне çÿлерех асăннă Постановленин 11-мĕш пунктăн «б» çумпункчĕпе 16 çул тултарман çамрăксене пиротехника хатĕрĕсем сутнăшăн 14.2-мĕш статьяпа айăплаççĕ.

Астăвăр, салютсем илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Ырă мар, синкерлĕ лару-тăрăва çакланас мар тесен çакна асра тытмалла: петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур лавккасенче кăна туянмалла. Тавара илнĕ чух ăна хăçан кăларнине, унăн усă курмалли вăхăтне, мĕнле чĕркенине пăхмалла, хатĕрсене вĕçтериччен инструкцие вуламалла, ăна пăхăнмалла. Фейерверка куракансем еннелле тытма юрамасть, ăна çирĕп вырнаçтармалла. Салютсене нимĕнле майпа та алăран кăларса ямалла мар.

Марина НИКИТИНА,

çул çитменнисен инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2017
09:00
Поделиться