Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сусăрсен федераци реестрĕ

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, сусăрсен федераци реестрĕ - инвалида тухнă кашни гражданин çинчен тулли кăтарту илме май паракан информацин пысăк тытăмĕ. Ăна йĕркелемелли, тытса пымалли тата усă курмалли концепцие РФ Правительствин 2016 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕ.

Унăн операторĕ - РФ Пенси фончĕ, информаци çитерекенсем - инвалидсене пулăшупа тивĕçтерекенсем: Федерацин медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕ, РФ Пенси фончĕ, Федерацин ĕç тата ĕçлев служби, РФ Социаллă страховани фончĕ, РФ Сывлăх сыхлавĕн тата Вĕрентÿпе наука министерствисем. Реестра инвалидсене паракан социаллă хÿтлĕх мерисен, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пахалăхĕ ÿсни çинчен пĕлтерсе, влаç органĕсене сусăрсен социаллă тата экономика лару-тăрăвĕ пирки питĕ кирлĕ информаципе тивĕçтерсе тăмашкăн йĕркеленĕ. Информаци тытăмĕ хевтесĕрсене тÿлев палăртассипе çыхăннă пулăшусене электронлă мелпе илмешкĕн май парать, кун пек чухне хушма документ ыйтмаççĕ тата ăçта пурăннине пăхмаççĕ. Çĕнĕ тытăмпа усă куракан инвалид патшалăх пулăшăвне тивĕçес тĕллевпе тепĕр регионти учреждение пырсан та ĕçлĕ хутсене ведомствăсенче шыраттарма тивмĕ. Унсăр пуçне тÿлевсене саккунпа палăртнă вăхăтра памалла тунине тĕрĕслесе тăрĕç: пулăшăва харăсах темиçе регионта çирĕплетнĕ тĕслĕхе сирме пултарĕç.

Федераци реестрĕ инвалидсене хăйсен суйлав ирĕкĕсене пурнăçа кĕртме май парать. Çулленех икĕ хут, январь тата июль уйăхĕсен 1-мĕшĕсем тĕлне, РФ Пенси фончĕ суйлавăн тĕп комиссине унти кăтартусене тĕпе хурса инвалидлăх илнĕ хевтесĕр (япăх куракан е илтекен, е тухса çÿреймен) суйлавçăсем çинчен пĕлтерет. 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Чăваш Республикинчи тĕп комиссие пенси служби асăннă ушкăна кĕрекен 2,8 пин сусăр пулнине хыпарланă.

Федераци реестрне сăнавлă майпа кăçал ĕçе кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра унăн сайтĕнче (www.sfri.ru) тата мобильлĕ сарăмĕн-че (приложение) статистика информацийĕ тата «Инвалидăн харпăр хăй кабинечĕ» пур. Сайтăн «Статистика. Аналитика. Уçă кăтартусем» пайĕнче инвалидсен хушшинче миçе хĕрарăм тата арçын пулнине, вĕсен сусăрлăх ушкăнне, ÿсĕмне, мобильлĕ хушăмĕнче ĕçлевне палăртнă. Влаç органĕсен бюджета эффективлă планламашкăн тата отчетсем хатĕрлемешкĕн федераци реестрĕн аналитика тытăмĕпе çыхăнас тесен оператор ячĕпе заявка çитермелле. Сайтри «Инвалидăн харпăр хăй кабинетĕнче» тата мобильлĕ сарăмра гражданин халĕ тĕрлĕ ведомствăн пулăшăвне тивĕçет, тÿлев палăртни, реабилитацин харпăр хăй программине мĕнле пурнăçлани çинчен информаци илет, ыйтусен хуравне тупать, пулăшу пахалăхĕ пирки пĕлтерме пултарать.

Чăваш Ен - çавăн пекех федераци реестрĕн даннăйĕсем тăрăх инвалид пенсине тата уйăхри укçа тÿлевне палăртассипе çыхăннă проекта ĕçе кĕртме тытăннă 12 регион йышĕнче: Шупашкар, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче пурăнакан инвалидсене реестра медицинăпа социаллă экспертиза органĕсем çитернĕ тĕрĕслев акчĕсенчен çырса илнисене тĕпе хурса пенси тата тÿлев шутласа пама пуçлаççĕ. Ку проект 2017 çул вĕçлениччен тăсăлать. 2018-2019 çулсенче федераци реестрĕн кăтартăвĕсен переченĕпе тытăмне тата информаципе тивĕçтерекенсен йышне татах анлăлатĕç. Вăл социаллă тивĕçтерĕвĕн информацийĕн пĕрлехи тытăмĕпе интеграциленмелле. Асăннă реестр кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн хутлăхра ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 84,9 пин инвалид.

Н.СМИРНОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2017
09:00
Поделиться