АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье институтне çирĕплетесси - тĕп тĕллев

08 декабря 2017 г.

Кăçал Раççей ЗАГСĕ 100 çул тултарать. Çавна май республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприяти иртет. Районти ЗАГС пайĕн тĕп тĕллевĕ - амăшĕпе ашшĕн авторитетне ÿстересси, çемье институтне çирĕплетесси. Чи çирĕп çемье никĕсĕ - юратупа килĕшÿре, пĕрне-пĕри ăнланнинче тата хисепленинче. Çак туйăмсем йывăрлăха çĕнтерме пулăшаççĕ, тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăват параççĕ. Телейлĕ çемьере тăнăçлăх хуçаланать, ашшĕ-пе амăшне хисеплекен, ĕçчен те ырă ачасем çитĕнеççĕ. Çемьере кашниех çывăх çынсен пулăшăвне туять. Районти ЗАГС пайĕ çемьери ырă хутшăнусене йĕркелессипе мĕнле ĕçсем пурнăçланине Любовь Борисовна Артемьева каласа пачĕ.

- ЗАГС пайĕ 100 çула яхăн ача çуралнине, ят хунине, вилнине, çамрăксем мăшăрланнине регистрацилет. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çак ĕçе ялти чиркÿсемпе прихутсенче пурнăçланă, тем хулăнăш кĕнекесене çырса хунă. Çулсем иртсен граждансен акт лару-тăрăвне патшалăх регистрацийĕ тăвасси НКВД тата ШĔМ тытăмĕ, ял тăрăхĕсем çинче пулнă. 1957 çулта республикăри ытти ЗАГСсем пекех районти ЗАГС бюровĕ ЧАССР Министрсен Канашĕн ушкăнне кĕнĕ, райисполкома пăхăнма пуçланă. ЗАГС ĕç-хĕлне 1975 çултанпа чылай çул Мария Максимовна Николаева ертсе пынă. Вăл тăрăшнипе регистраци тумалли зал хута кайнă, районти ЗАГС пайĕ республикăри конкурссенче авалхи йăла-йĕркесене çирĕп упранăшăн малти вырăнсем йышăннă. Ертсе пыракан специалист-экспертра 13 çул тăрăшакан Валентина Васильевна Трофимовăн тÿпи те пур кунта.

Граждансен акт лару-тăрăвне патшалăх регистрацийĕ тăвасси - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен федераци полномочийĕ, пирĕн республикăра вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен шайĕнче пулса пырать, Чăваш Республикин ЗАГС пайĕсен тĕп тĕллевĕ шутланать. Çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килни ашшĕ-амăшĕшĕн кăна мар, районшăн та, республикăшăн та, Раççейшĕн те пысăк савăнăç, мĕншĕн тесен эпир пĕчĕк гражданина хамăр йыша илетпĕр. Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексĕпе килĕшÿллĕн ачана ят парса регистрацилетпĕр. Паянхи кун тĕлне районта 108 ача çут тĕнчене килнĕ, 278 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.

Чăваш Енĕн юстици министерстви кашни ĕçе йĕркелесе пырать. ЗАГС пайĕн хăтлă та илемлĕ залĕнче пĕрле 50, 60, 65 çул пурăнакан тата нумай ачаллă çемьесене чыслатпăр, амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификачĕ- сене паратпăр, çамрăксене мăшăрлантаратпăр. Çитĕнсе пыракан ăрăва çемье пĕлтерĕшне ăнлантарса парас тĕллевпе уçă алăксен кунне, «çавра сĕтелсем», çемье пурнăçĕнчи уроксем ирттеретпĕр, студентсемпе тата вĕренекенсемпе çемьери тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухатпăр. Çитĕнсе пыракан ăрăва пысăк тимлĕх уйăрни, ачасене тулли çемьесенче ÿстерни, çамрăксене çемье пĕлтерĕшне ăнлантарни паянхи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп те шанчăклă çемье çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине çамрăксене ăнлантарса пама тăрăшатпăр. Мĕн ĕлĕкех этемлĕх, пĕтĕм чĕрчун, ÿсен-тăран хăйсем хыççăн ăру хăварнă. Ача çурални кирек хăш самантра та, кирек хăш патшалăхра та ашшĕпе амăшне савăнăç кÿнĕ. Çемье ача сассипе илемлĕ.

Информаци технологийĕсем вăй илсе пынă вăхăтра ЗАГС пайĕнче те улшăнусем пулса иртеççĕ. 2018 çултан пуçласа Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин 2017 çулхи 173-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ бланксемпе справкăсем пулаççĕ. Çавăн пекех халĕ ЗАГС пайĕ ытларикунран пуçласа шăматкунч- чен ĕçлет, канмалли кунсем - вырсарникунпа тунтикун.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика