Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăван çĕрĕм - Чăваш Ен” конкурс çĕнтерÿçи

10 ноября 2017 г.

“Тăван çĕрĕм - Чăваш Ен” конкурс çĕнтерÿçи

Чăваш Республикин вĕренÿ тата ял хуçалăх министерствисем нумаях пулмасть ирттернĕ “Тăван çĕрĕм - Чăваш Ен” конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта шкулсенче вĕренекенсем 300 ытла ĕç (ÿкерчĕксем, сăвăсем, сочиненисем) тăратнă.
Сăвă çыракансем хушшинче пирĕн районти Элпуçĕнчи вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Анастасия Моисеева мала тухса Диплома тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен республикăра иртнĕ уявĕнче - Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче чысланă.
Настя - шкулти чи маттур вĕренекенсенчен пĕри. Обществăлла ĕçре те хастар вăл. Сцена çинче те тăтăшах курма пулать ăна. Хĕрача концертсене, тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, пултарулăхĕпе савăнтарать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика