Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тĕпчевçĕ

21 ноября 2017 г.

Çамрăк тĕпчевçĕ

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулинче 4-мĕш номерлĕ лицейра шкул çулне çитмен-ачасен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсен тĕпчев ĕçĕсемпе творчество проекчĕсен республикăри “Эпĕ - тĕпчевçĕ” конкурсĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ - тĕпчев ĕçĕсен хăнăхăвне çĕнетсе тата тĕпчев пултарулăхне аталантарса пырса шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсен ăс-хакăлпа пултарулăх потенциалне вăйлатасси.
Конкурс 4 предмет тĕлĕшпе иртнĕ: гуманитари; физика тата техника; естествознани. Чĕрĕ çут çанталăк; естествознани. Чĕрĕ мар çут çанталăк.
Асăннă конкурса Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садĕ-нчен Тамара Николаевна Павлова воспитатель ертсе пынипе пиллĕкри Владислав Николаев та хутшăннă. Вăл улăпла чĕрчунсене - динозаврсене тĕпчесе тунă ĕçĕпе паллаштарнă. Владик асăннă чĕрчунсемпе виççĕренпех кăсăкланать, динозаврсен 50 ытла тĕсне уйăрать. Кашнин çинченех тĕплĕн тата хавхаланса каласа кăтартма пултарать. Конкурсра хăйĕн ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ вăл. Жюри членĕсене те тĕлĕнтернĕ.
Владислава “Илĕртÿллĕ каласа пани” номинацири ятарлă дипломпа наградăланă.
Çакăн пек çамрăк тĕпчевçĕ-сенчен пуçланать те пирĕн наука пуласлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика