Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Санăн професси суйлавĕ”

28 ноября 2017 г.

“Санăн професси суйлавĕ”

Пулас профессие тĕрĕс суйласа илнинчен пурнăçра нумай килет. “Трактор завочĕ-сем” Концерн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн вĕçĕнче асăннă концернăн Шупашкарти предприятийĕсем волонтер-профориентаторсем республикăра çуллен ирттерекен “Санăн професси суйлавĕ” акцин участникĕсем пулса тăнă. Çакăнпа усă курса Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн аслă класĕсенче вĕренекенсем “ЧАЗ” УАОн тата “Промтрактор-Промлит” ОООн производство площадкисене çитсе курнă.
Чăваш Енĕн ĕçлевпе социаллă хÿтĕлев министерстви республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе пĕрле йĕркелесе ирттерекен çулленхи акцин тĕп тĕллевĕ _ çитĕнекен ăрăва професси суйласа илме пулăшасси тата ку тĕлĕшпе вĕсен пĕлĕвне ÿстересси пулса тăрать. Кăçал республикăри çак анлă проекта “Трактор завочĕсен” Шупашкарти предприятийĕсем те хапăл туса хутшăнаççĕ, вĕсемшĕн ачасене производство площадкисем тăрăх экскурси йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ.
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче машинăсем тăвакансен хăйне евĕр илĕртÿллĕ те тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Тăвайри вăтам шкулăн аслă класĕсенче пĕлÿ илекен 20 çамрăк паллашнă, хăйсемшĕн “çĕнĕ” тĕнче уçнă. Малтанах трактор историйĕн музейĕнче пулнă. Вĕренекенсене XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕпе варринче хамăр çĕршывра тата чикĕ тулашĕн-че туса кăларнă трактор техникин тĕсĕсен 500 коллекци моделĕнчен тăракан музей экспозицийĕ ăшра тарăн йĕр хăварнă. Унтан шкул ачисем агрегат завочĕн инструмент цехне çитсе курнă. Вăл трактор техникин куçакан пайĕсене туса кăларассипе çĕршывра малти вырăнта шутланать. Инструмент цехĕн начальникĕн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Тимур Иванов çамрăксене штамплакан оснастка, вĕрипе ĕçлекен тата технологи хатĕрĕсен участокĕсен хăйне евĕр уйрăмлăхĕсем, инструментсем тата пулас изделисен хатĕрĕсем çинчен каласа кăтартнă. Ачасем чăн-чăн производство участокĕсенче пулса курнипе питĕ кăмăллă юлнă. Хăшĕ-пĕрисем, сăмахран, 11-мĕш класра вĕренекен Петр Александров, хăйсен пурнăçне производствăпа çыхăнтарма шухăш çуралнине те уççăн пĕлтернĕ.
Çав кунах вĕренекенсем республикăри тепĕр пысăк предприятие _ “Промтрактор-Промлит” ОООна çитсе курнă. Кунта ачасем экскурси вăхăтĕнче Раççейри шăратакан тĕп предприятин производство хăвачĕ-семпе паллашнă, метала шăратнин кăткăс процесне тата хамăрăн машиностроенипе чукун çул отраслĕн нушисем валли пысăк шăранчăксем туса хатĕрленине харпăр хăй куçĕ-семпе курса тĕлĕннĕ. Металл шăратакан 1-мĕш номерлĕ цехра çамрăк экскурсантсене хутăшсем хатĕрлекен участокăн начальникĕ Мария Дьяконова кăтартса çÿренĕ, производствăн хăйнеевĕрлĕхĕпе задачисем, кăларакан продукци çинчен мăнаçланса та хавхаланса каласа панă. Ачасемшĕн чăн-чăн “вĕри” производствăпа тÿррĕн паллашма çав тери кăсăклă пулнă, вĕсем предприятире ĕçлекенсене метала шăратнин уйрăмлăхĕсем, шăратакан кăмакасем мĕнле принциппа ĕçлени, цехсенчи условисем çинчен нумай ыйтса пĕлнĕ.
Тăвайри вăтам шкултан экскурсие илсе кайнă технологи преподавателĕ Евгений Моряков “Трактор завочĕсем” предприятисен ертÿлĕхне вĕренекенсене ĕçлекен промышленноç производствипе çапла çывăххăн паллашма май панăшăн тав тунă. “Малашлăх профессине суйласа илнĕ чухне экскурсинче мĕн курни ачасене пысăк усă парасса шанас килет”, _ тенĕ Евгений Николаевич.
Справка: “Трактор завочĕ-сем” концерн _ Раççейри машиностроенинче наукăпа техника, производствăпа технологи тата финанс ресурсĕсем тĕлĕшпе çĕршыври тĕп интеграторсенчен пĕри шутланать. Машинăсем тăвакан холдинга 14 производство предприятийĕ кĕрет, вĕсем Раççей Федерацийĕн 8 субъектĕнче вырнаçнă. Производство ĕçĕ-хĕлĕ пилĕк енĕпе аталанса пырать: промышленноç, чукун çул, ял хуçалăх машиностроенийĕ, ятарлă тĕллевлĕ машинăсем тăвасси тата запас пайсемпе ОЕМ-компонентсем. Холдинг предприятийĕсем рынокра малти вырăнта. Вĕсенче кăларакан техникăпа тĕнчери 40 ытла çĕршывра усă кураççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика