Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасене - шăккалат!

Чăвашпотребсоюз тата Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ çулсерен Çĕнĕ çул умĕн йăлана кĕнĕ "Ачасене - шăккалат" ыркăмăллăх акцине ирттереççĕ. Кăçал та вăл старт илнĕ. Республикăри потребительсен кооперацийĕн лавккисенче, кафесенче, столовăйĕсенче, суту-илỹпе обществăлла апатланăвăн ытти предприятийĕсенче шăккалат пухмалли ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Пухăннă шăккалатсене сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи, ача çурчĕсемпе интернатсенче çитĕнекен ачасене парĕç. Пĕлтĕр кăна çакăн пек социаллă акци вăхăтĕнче кооператорсемпе республикăра пурăнакансем тимлĕх кĕтекен ачасем валли 10 пин ытла шăккалат пухма пултарнă. Кăçал ку акцирен "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн акт залĕнче иртнĕ XXVI конференцине хутшăннисем те аякра юлман.

Н.ИВАНОВА.



"Пирěн пурнăç"
06 декабря 2017
09:35
Поделиться