Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачисемшĕн - ырă тĕслĕх

Республикăри "Çулталăк çемйи" конкурсра район чысне хỹтĕлеме Кукашнире пурăнакан СТЕПАНОВСЕН çемйи хатĕрленет. Вăл ку хисепе районти ăмăртура çĕнтерсе тивĕçнĕ. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ вĕçленсе пынă май эпир çак çемьепе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарма шутларăмăр. Пирĕн, хаçатçăсен, Кукашни ял хутлăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен Елена Ивановна Степановăпа курса калаçма тỹр килчĕ. Вăл хаваспах хăйĕн çемйипе паллаштарчĕ. Упăшки, Александр Геннадьевич, ШĔМ системинче ĕçленĕскер, халĕ тивĕçлĕ канура. Анчах та нихăçан та ĕçсĕр лармасть. Халĕ те Мускавра иккен вăл. Унта электрик пулса вăй хурать. Çуллахи вăхăтра Александр килти хушма хуçалăхра тăрмашать. Степановсем пĕр гектар çинче курăк, пахчаçимĕç лартса тăваççĕ. Нумай выльăх тытаççĕ: вăкăр, сысна, сурăх, чăх-чĕп. Килти ĕçе ачисене те явăçтараççĕ. Александр Геннадьевичăн техника енне те алли выртать. Хуçалăхра трактор, çĕр ĕçлемелли тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр пур. Вĕсене кил хуçи хăех юсаса, пăхса тăрать. Елена Ивановна пĕлтĕр ял хутлăхĕн администрацине ĕçе вырнаçиччен кадрсем енĕпе районти тĕп больницăра, каярахпа Кукашни шкулĕ çумĕ- нчи ача садĕнче воспитательре ĕçленĕ. Хĕрарăм чечексем юратать. Пушă вăхăта вĕсемпе аппаланса ирттерет. Хăйĕн çакнашкал юратăвне пĕчĕк хĕр пĕрчине те пама тăрăшать. Степановсен виçĕ ача. Асли, Артем, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ. Питĕ спортпа туслă. Уйрăмах баскетбол вăййине кăмăллать.Спортри çитĕнỹсемшĕн ăна пĕрре çеç мар Хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă. Университетра та Артем чи лайăх спортсменсен шутĕн- че. Нумаях пулмасть вăл канат туртассипе иртнĕ ăмăртура каллех парнеллĕ вырăна тивĕçнĕ. Вăтамми те, Даниил, спорт енĕпе пиччĕшĕнчен юласшăн мар. Вăл 6-мĕш класра вĕренет. Ача ỹнер енĕпе те пултаруллă: музыка шкулĕнчен вĕренсе тухма пултарнă. Пĕчĕк Валерия вара килес çул шкула кайма хатĕрленет. Хаваспах ташă кружокне çỹрет. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ чăвашсем. Паллах, ачана тĕрĕс воспитани парасси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Степановсем вара хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн лайăх тĕслĕх шутланаççĕ. Çак нумай ачаллă çемьене ăнăçу, телей сунас килет. Ан тив, Степановсен республика шайĕнчи конкурсра та парнеллĕ вырăна тивĕçме май килтĕр.

И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 декабря 2017
16:58
Поделиться