АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче - медицина ĕçченĕсен çемйисем

05 декабря 2017 г.

Сцена çинче - медицина ĕçченĕсен çемйисем

Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем хăйсен ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçлаççĕ, обществăлла ĕçсенче те палăраççĕ, юрă-ташăра та маттур. Декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен медицина ĕçченĕсем хушшинче «Атте, анне тата эпĕ - пултаруллă çемье» пултаруллă çемьесен фестивалĕ иртрĕ.

Уява Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Раççей Федерацийĕн   Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Константинова уçрĕç. Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче пирĕн ачасен чи шанчăклă хÿтлĕхĕ ашшĕпе амăшĕ пур çемье пулнине палăртрĕ. Ырă йăла-йĕркене çирĕп упракан тата пултарулăхра палăракан çемьесенче ачасем çирĕп, сывă тата телейлĕ ÿснине асăнчĕ. Ачасем мĕн чухлĕ çирĕпрех, пирĕн республика тата çĕршыв çавăн чухлĕ вăйлăрах пулать. «Медицина ĕçченĕ - пултаруллă тата нумай енлĕ професси. Вăл хăйсен ĕçне чунпа парăннă, вăхăта пăхмасăр тата хăйсен сывлăхне шеллемесĕр пациентсене пулăшма хатĕр çынсене пĕрлештерет. Çавăнпа та шурă халатлă çынсене халăх хисеплет», - терĕ министр.

Сцена çине тухакан кашни çемье тĕрлĕ номинацире тупăшрĕ. Пĕрисем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç пулсан, теприсем ташăпа савăнтарчĕç, виççĕмĕшĕсем сăвăсем каларĕç. Вĕсен йышĕнче Элĕкри тĕп больницăра ĕçлекен медицина ĕçченĕсен çемйисем те пулчĕç. «Инструмент кĕвви-çемми» жанрта Алексей Ананьевăн çемйи иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Калаçу жанрĕнче Григорьевсен çемйи С.Маршакăн «Ухмах шăши çинчен калакан юмах» сăвăпа виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. «Вокал» жанрĕнче вара Сорокинсен çемйи «Çемье гимнĕ» юрăпа палăрчĕ.

Фестивале хутшăнакан кашни çемьене Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн хаклă парнисене парса хавхалантарчĕç.

Елена ТРИФОНОВА,

профсоюз организацийĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика