АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăваттăн аманнă, пĕр çын вилнĕ

05 декабря 2017 г.

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Юнтапа ял тăрăхĕн территорийĕнче «Шупашкар - Сурски» автотрасса çинче инкек пулнă. «Опель» маркăллă автомашинăна тытса пыракан хĕрарăм хăйĕн умĕнчи транспортран иртсе каяс тесе хирĕçле килекен автотранспорт çулĕ çине тухнă. Анчах та водитель ун чухне хирĕç килекен транспорт пуррипе çуккине тимлĕх уйăрман. Çавна пулах «Мерседес» маркăллă автомашинăна пырса çапăннă. Аварире «Опель» машинăра ларса пыракан пассажир вилнĕ. Тепĕр тăватă çынна вара тĕрлĕ сурансемпе медицина учрежденийĕсене ăсатнă. Çанталăк тăтăшах улшăнса тăнине кура çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕсем трасса çинче уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика