Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаллă çемьесене çăммăлăхсем пани - ырă туртăм

01 декабря 2017 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çултан пуçласа çемьере пĕрремĕш ача çуратнăшăн уйăхсерен укçан пулăшу памалла тăвасшăн. Çак пулăшупа ача çулталăк çурă тултариччен тивĕçтерĕç. Кун пирки Владимир Путин 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕшĕн националлă стратегие аталантарассипе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

 Пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен мĕн чухлĕ тỹлесси регионсенчи ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçинчен килет. 2018 çулта вăл вăтамран 10523 тенкĕ, 2019 çулта -10836 тенкĕ, 2020 çулта 11143 тенкĕ пулма пултарать. Адреслă тỹлеве панă чухне çемье тупăшне шута илĕç. Пулăшу валли виçĕ çула 144,5 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.

 Çĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтăва ноябрĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача-пăча интересĕсене хỹтĕлес стратегие пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ. 2012- 2017 çулсем валли йышăннă Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕрле анлăн пăхса тухнă. Çак ыйтăва Чăваш Республикин правительствин канашлăвĕнче те хускатнă.

Михаил Игнатьев, хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕн сĕнĕвĕсене шута хурса, 2018 çултан çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен укçан пулăшу куçасси паллă тесе пĕлтернĕ. 2021 çулччен амăшĕн капиталне те тỹлеме тĕллев лартнине асăннă. Çамрăк çемьесене хваттерсем туянма ипотека кредитне пама ятарлă программăсем хатĕррине палăртнă. Ача сачĕсенче яслисем пулассине, сиплев учреждени-йĕсенче пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланассине каланă.

Амăшĕн капиталне 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсма палăртнă. Унпа усă курма хушма мерăсем йышăнма тĕллев лартнă. Йывăр çемьесенче пурăнакансене пулăшăва уйăхсерен куçарса пама пăхса хăварнă. Шăпăрлансем ача садне çỹренĕшĕн те куçарма май пулĕ. "2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталне тỹлессине эпир, Чăваш Ен те, хутшăнăпăр", - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, çемьере виççĕмĕш пепке çуралнăшăн е тата виççĕмĕш ачана усрава илнĕ пулсан, амăшĕн капиталне республикăран 100 пин тенкĕ пама тĕллев лартнă. РФ хыснинчен çак пулăшу пĕр çемьене 453 пин тенкĕ куçĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме сĕнет. Çак пулăшăва ỹлĕмрен 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемьесенче иккĕмĕш е тата виççĕмĕш ача çуратнисем тивĕçĕç. Çамрăк çемьесем маларахри тапхăрта хваттер туянма кредит илнĕ пулсан, тăкака та саплаштарма пултарĕç, кредит ставки самай пĕчĕкленни савăнтарать, виçе 6процентпа танлашĕ. хăвармалла, хальлĕхе республикăра ипотека кредичĕн ставки 11 процентпа танлашать. Енчен те патшалăх пулăшу пама май шыраса тупсан, виçе 6 процентпа танлашсан, çакă çамрăксене самай хавхалантарĕ.

Михаил Игнатьев Правительство членĕсене РФ Президенчĕ лартнă пуçаруллă тĕллевсене пурнăçлама чĕнсе каланă, вăхăта вăраха тăсмасăр тăрăшмаллине асăрхаттарнă.

Ирина БЕЛОБАЕВА, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ: - Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври демо- графи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе палăртнă анлă реформа питех те вырăнлă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та амăшĕн капиталне парассине пирĕн субъектра та 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен малалла тăснине пĕлтерни савăнтарчĕ. Федераци бюджетĕнчен иккĕмĕш ача çуратакан 453 пин тенкĕ, республика хыснинчен виççĕмĕшне алла илекен тата 100 пин тенкĕ илет-çке. Çак çăмăллăхсемпе усă куракансем пулаççех. Паянхи куна районĕпе амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе 1800 ытла çемьене ти- вĕçтернĕ. Вĕсенчен 70 проценчĕ сертификатпа усă курма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ытларахăшĕ укçа-тенке пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă çĕре янă.

Татьяна ГЕРАСИМОВА, икĕ ача амăшĕ: - Эпир ачасене укçашăн çуратмастпăр, анчах патшалăх çемьесене çакăн пек тимлĕх уйăрни питĕ савăнтарать. Амăшĕн капиталне 2021 çул вĕçлениччен пани, 2018 çултан иккĕмĕш е ун хыççăнхи пепкене кун çути парнелекенсене 6 процентран пысăкрах ипотекăн ытти пайне патшалăх субсидилени, пĕрремĕш ачашăн Раççейре вăтамран 10523 тенкĕ пама пă-хни районти, республикăри, çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшатех. Эпир çитĕннĕ вăхăтри пек, кашни килтех сак тулли ача-пăча пултăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика