Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти старостăн ĕç нумай

28 ноября 2017 г.

Тăван ял, тăван тăрăх... Унăн пуласлăхĕ, вăл епле аталанасси пиртен пурсăмăртан та килет. Тĕслĕхрен, кил-хуçалăхах илер. Кашни кун пĕр пăта çапмасан вăл та юхăнма пуçлать, тусăнать. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пырса тивекен çивĕч ыйтусене сỹтсе явма ноябрĕн 24-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕн культура çуртне Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи ялсен старостисем пухăнчĕç.

 Пуху Нĕркеç ялĕнче уçăлни ахальтен мар. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ районта ăнăçлисенчен пĕри шутланать, вăл яланах малтисен ретĕнче.

 - Ялсене сăн-сăпат кĕртес, вырăнта пурăнакан халăха хăтлăлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе тĕрлĕрен ĕç туса ирттеретпĕр. Хамăр вăйпа пурне те тăвай- мастпăр, патшалăх программисене хастаррăн хутшăнатпăр, - вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов. -"Инициативное бюджетирование граждан" текен программа вара пирĕншĕн чăннипех те çăлăнăç пулса тăчĕ. Халăхран пухнă укçа-тенкĕпе фельдшерпа акушер пунктĕнче шыв кĕрсе тухмалла турăмăр, Нĕркеç ялĕнчи Пушкин урамĕнче 791 метр тăршшĕ çула та çав "кĕмĕлпех" сартăмăр.

 Нĕркеçсем сывлăх чи паха тупра пулнине те асра тытаççĕ. Çавна май вĕсем пĕлỹ çурчĕ çумĕнче хоккей тата спорт вăй-йисен площадкисене вырнаçтарнă. Сăмах май, хоккей коробкисем Комсомольски районĕнче пурĕ 8, вĕсенчен 3-шĕ - Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче. Хоккей площадкисене те вĕсем граждансен пуçарăвĕпех хута янă.

 - Çивĕч ыйтусене пăхса тухнă чухне Владимир Скворцов, Галина Новикова, Светлана Ченакина, Валерий Кириллов, Петр Иванов старостăсен сĕнĕвĕсене яланах шута илетĕп, мĕншĕн тесен вĕсем халăх проблемисене ял тăрăхĕн специалисчĕсем патне çитереççĕ, çитменлĕхсене сирес ĕçре те усăллă сĕнỹ-канаш параççĕ, - терĕ Геннадий Егорович.

 - Ял старости - халăха чи çывăх влаç. Лайăх староста вăл - ял çăлăнăçĕ, вĕсемсĕр пуçне вырăнта пурăнакансене те, администрацине те тем çитменле туйăнать. Ĕлĕкренех мăн асаттесем "шур сухалсене" сума сунă, çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă чухне вĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Çавна май чăваш ялĕсем аталанса паянхи кунчченех упранма пултарнă. Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илемре тытасси пирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри, - тесе каларĕ Чăваш Енри муниципаллă пĕрлĕхсен Совечĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев.

 Вырăнти старостăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн пухăннисем Комсомольскине васкарĕç, райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ "çавра сĕтел" йĕри-тавра Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ларчĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пычĕ.

 - Раççейре аталану программи чылай. Тĕслĕхрен, кỹршĕри Тутарстан Республикинех илер. Вĕсем "Самообложение граждан" текеннине суйласа илнĕ. Ун тăрăх пухăннă пĕр тенкĕ çумне патшалăх тăватă тенкĕ хушса парать. Çапла майпа вĕсем ял тăрăхĕсенчи хăйсем маларах палăртнă ĕçсене пурнăçлаççĕ. Эпир вара "Инициативное бюджетирование граждан" текен программăна суйласа илтĕмĕр, - программăсемпе паллаштарчĕ Станислав Николаев.

 - Çавна май Чăваш Енре пурăнакансем тăван вырăнĕсенчи юсамалли е çĕнĕрен тумалли ĕçсене хăйсемех палăртма пултараççĕ. Унсăр пуçне старостăсем Чăваш Республикин "Об организации местного самоуправления в Чувашской Республике" саккунĕн 8 статйине кĕртнĕ улшăну çинче те чарăнчĕç, старостăсем вара пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, мероприяти вĕçĕнче тивĕçлисене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕç. Каярах хăнасем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне çул тытрĕç. Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе старостисем волейбол вылярĕç.

А.Исаева

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика