Комсомольский муниципальный округ

Парти йышăну ирттерет

Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партине йĕркелесе янăранпа кăçал 16 çул çитрĕ. Çавна май 2017 çулхи ноябрĕн 27 - декабрĕн 3-мĕшĕсенче парти Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти тата вырăнти 26 обществăлла йышăну пỹлĕмĕнче граждансене йышăнмалли эрнелĕх иртĕ. Çак тапхăрта ертỹçĕсем суйлавçăсемпе тĕлпулусем, калаçусем тата "çавра сĕтелсем" йĕркелĕç.

Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти йышăну пỹлĕмĕнче граждансене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Совечĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, регионти обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи Николай Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - "Единая Россия" фракци членĕсем - йышăнĕç.

Унта хутшăнас кăмăллă граждансен маларах 8(8352)62-25-56 телефонпа шăнкăравласа йышăнăва çырăнмалла. Çавăн пекех хăвăра кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене op.r21@edinros.ru, "Фейсбук", "Вконтакте", "Одноклассники" социаллă сетьсем урлă та ярса пама пултаратăр.



"Каçал Ен"
24 ноября 2017
15:46
Поделиться