Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унран хакли никам та çук

24 ноября 2017 г.

Чăваш чĕлхинче "анне" сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук тесе шутлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын! Çут тĕнчене килнĕ калаçма пĕлмен пепкене анне сăмахсăрах ăнланать. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине, мĕн пирки ĕмĕтленнине, мĕншĕн куляннине, савăннине, санăн мĕн ыратнине - пĕтĕмпех пĕлет анне. Вăл сана хăй кăкăрĕн сиплĕ сĕчĕпе тĕрек панă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă, чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Сана пĕрремĕш кĕнеке вуласа панă, пĕрремĕш юмах каласа кăсăклантарнă, сăпка юррипе çывăрттарнă.

Анне яланах санпа юнашар пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем парать, йывăр самантсенче пулăшать. Пирĕн çине вăл савăнса пăхать. Ỹссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.

Манăн анне Светлана ятлă. Юратнă аннене манăн çутçанталăкăн çурхи вăхăчĕпе танлаштарас килет. П.Афанасьев поэт калашле:

Çуркуннепе анне сăнарĕ

Мана пĕр евĕр туйăнать.

Телей сунса, аннемĕр мар-и

Çурхи кун пек пире лăпкать.

Çут хĕвелпе анне сăнарĕ

Мана пĕр евĕр туйăнать.

Ытарайми аннемĕр мар-и

Пире вăй-хал парса тăрать.

Чăнах та, аннеçĕм çуркунне пекех ытарма çук илемлĕ, черчен, ырă, çепĕç, тарават та маттур, вашават. Унăн алли кушăрханă пулин те - çемçе, питĕнче пĕркеленчĕксем пур пулсан та - илемлĕ, сасси чуна пырса тивмелле çепĕç, аслă чунĕ çурхи хĕвел евĕр - пур ачине те ытама илсе пĕр пек ăшăтать.

Хĕвел пек хĕрỹ çыннăм - анне,

Çук санран çывăххи тĕнчере.

Эс кỹретĕн кил-çурт илемне,

Юратса ỹстеретĕн пире, - тет Ваçлей Давыдов-Анатри сăвăç. Çак сăмахсене поэт манăн анне пирки каланăнах туйăнать. Манăн анне çут тĕнчене икĕ ача парнеленĕ. Вăл тĕпренчĕкĕсене пурне те пĕр пек юратать, пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме ăс парать, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать. Вăл пиртен кашниех чăн-чăн çын пуласса шанать. Эпир те ăна питĕ-питĕ юрататпăр, кулянтарма тăрăшмастпăр.

Кăçал манăн пичче салтакран таврăнчĕ. Анне уншăн мĕн чухлĕ кулянчĕ, мĕн чухлĕ пăшăрханчĕ пуль. Çапла вăл, пурне те чĕри патне илет. Эпĕ вара вĕренỹре лайăх паллăсем илсе хамăн çитĕнỹсемпе аннене савăнтаратăп.

Мана уйрăмах анне ачашлани килĕшет. Чунра ăшă-ăшă пулса каять. Пуçа ун кăкăрĕ çине хурса çумĕнче тăрас килет. Шел, ялта пурăнакан çыннăн ĕçсĕр ларма вăхăчĕ сахал - хуçалăхра тăрăшмалла. Вăл пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстерет. Эпир анне ĕçрен киличчен килте тупăшса ĕçлетпĕр. Аннене курсанах ун патне ыткăнатпăр. Пирĕн анне куллине курас килет, унăн ăшă аллине сĕртĕнес килет.

Манăн та, анне пекех, çепĕç, вашават, сăпайлă, ăслă, пысăк чунлă, çынна ăнланакан, хỹхĕм, ĕçчен, тỹрĕ кăмăллă çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл - пирĕн телей! Пирĕншĕн унран пахи никам та çук, аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та телейлĕ пулаймасть. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Анастасия ЕВГРАФОВА,

7-мĕш класс.

Нĕркеç вăтам шкулĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика