Комсомольский муниципальный округ

Панихида кĕлли иртнĕ

ООН Генеральнăй Ассамблейи 2005 çулта йышăннă резолюципе килĕшỹллĕн, çулсерен ноябрĕн виççĕмĕш вырсарникунне Çул-йĕр аварийĕсенче çут тĕнчепе сывпуллашнисене асăнмалли кун тесе йышăннă.

Çавна май ноябрĕн 19-мĕшĕнче Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан Преосвященнăй пилĕпе Канаш Епархийĕнчи кашни чиркỹре тата мăнастирсенче панихида кĕллисемпе молебенсем иртнĕ. Çул-йĕр çинче вилнисене Луцки салинчи Хусан Турă амăшĕн чиркĕвĕнче те асăннă. Службăна районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем те хутшăннă.

- Çул-йĕр тимлĕхе юратать тетпĕр, анчах та çак тимлĕхе вара, темшĕн, чылай чухне çухататпăр. Тĕслĕхрен, ноябрĕн 16-мĕшĕнче "Йошкар-Ола - Козьмодемьянск" автотрасса çинче пулнă хăрушă авариех илер. Вăрман турттаракан техникăпа микроавтобус çапăннипе 15 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Водительсем иккĕшĕ те руль умĕнче - 20-шер çул! Микроавтобус водителĕ, çанталăк условийĕсене пăхмасăр тата хăрушсăрлăх саккунĕсене пăхăнмасăр, умри автомашинăсене хăваласа иртме тăрăшнă, анчах та хирĕç килекен пысăк техникăран пăрăнса ĕлкĕреймен, - терĕ Сергий Скворцов иерей.

Пуçласа руль умне ларнисем çул-йĕр правилисене пĕлсех кайманнипе шар кураççĕ пулсан, чылай çул çỹрекен водительсен те тимлĕхе çухатма юрамасть. Ăнсăртран тунă йăнăш çын пурнăçне татма пултарни пирки, туссем, манас марччĕ!

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
24 ноября 2017
15:10
Поделиться