Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хисеп тăрăшулăха пула килет

Кун-çула юратнă ĕçпе ирттерни темрен паха. Чун килĕштернĕ ĕçре кăна ĕç ỹсĕнет, хисеп çĕнсе илме пулать. Çакна харпăр хăй профессийĕпе нумай çул тăрăшса ĕçлекенсем çирĕплетсех калама пултараççĕ. Акă "Янтарь" тулли мар обществăн тĕп бухгалтерĕ Зоя Ивановна Чумакова тата "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн ветеринари фельдшерĕ Наталья Витальевна Ивантаева харпăр хăй ĕçĕнче ĕçтешĕсен хисепне çĕнсе илнĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн вĕсем иккĕшĕ те кăçалхи Ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

30 çул каялла хăйĕн пурнăçне райпо тытăмĕпе çыхăнтарнă Зоя Ивановна Чумакова Атнарта пурăнать, хĕрпе ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларас тесе ырми-канми тăрăшать. Маларах ялхуçалăхĕнче, унтан хатĕрлев кантурĕнче ĕçленĕскер, 2009 çултанпа "Янтарь"ТЯО-ра вăй хурать.

Наталья Витальевна Ивантаева Атнар салине кỹршĕ районтан качча килнĕ. Халĕ мăшăрĕпе икĕ ача ỹстереççĕ. Наталья Витальевна "Коминтерн" хуçалăхăн Трапайри сĕт комплексĕнче 2002 çултанпа осеменаторта тата ветеринари фельдшерĕнче ĕçлет. Унччен вăл, Вăрнарти совхозтехникумран вĕренсе тухсан, Çĕмĕрле районĕнчи Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă. Пĕтĕмĕшле 23 çул ĕнтĕ вăл выльăхсен сывлăхĕшĕн тăрăшать.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
24 ноября 2017
11:36
Поделиться