Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурпĕрех лартаççĕ

23 ноября 2017 г.

   Çынсен пурнăçне пăсма пултаракан япала çак çĕр çинче нумай. Вĕсенчен пĕри – наркотик. Пуçа арпаштаракан тата минретекен хутăшсем паянхи кун хуласенче çеç мар, ялсенче те сарăлаççĕ. Шел пулин те, çак калама çук сиенлĕ япаласемпе ытларах чухне çамрăксем алхасаççĕ.
   Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енре наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн тытăмĕнче преступленисен шучĕ 116,8 процент ÿснĕ. Вĕсене тăвакан çул çитмен çамрăксен йышĕ пысăкланни те самаях пăшăрхантарать. Полици ĕçченĕсен вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан 18 çамрăка арестлеме тивнĕ. Йĕрке хуралçисен шучĕпе, вĕсем наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă саккуна пăсма пултарнă.
   Преступлени тăвакан çул çитмен çамрăксем час-часах яваплăха туймаççĕ. Пуçа арпаштаракан тата минретекен хутăшсене халăхра сарнăшăн тĕрмене лартнине, «вăйă» хăрушă пулнине ăнланмаççĕ.
   Наркотиксене туянни те, упрани те, вырăнтан-вырăна куçарни те, хатĕрлени те, пуçа минретме пултаракан ÿсен-тăрана е унăн пайĕсене упрани те – пурте саккуна пăсни, пуриншĕн те айăплаççĕ. Наркотиксене упранăшăн (усă курнишĕн мар) та 15 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Енчен те çын вăхăтра ÿкĕнсен, хăй упракан сиенлĕ хутăшсене йĕрке хуралĕн органĕсене килсе парсан, наркотик сутакансене тăрă шыв çине кăларма пулăшсан – ăна явапран хăтараççĕ. Пуçа минретме пултаракан ÿсен-тăрана ÿстернĕшĕн вара 8 çуллăха тĕрмене кайса ларма лекет.
   Çынна пуçа аташтаракан е минретекен хутăша «тутанса пăхма» сĕнекене (кунта сăмахпа калани те çителĕклĕ) те 15 çул таранччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Наркотиксем сутнине çирĕ-ппĕнех чи йывăр преступлени тесе каламалла. Вăл çынна вĕлернипе пĕр танах, мĕншĕн тесен пуçа аташтаракан е минретекен хутăшсене сутакан этеме майĕпен вĕлерет, çынри кăмăл-сипет хаклăхĕ-сене, этеплĕхне, ăс-хакăлне тĕп туса пурнăçран уйрăлма пулăшать. Нумай çынна наркотик сутакансене ĕмĕрлĕхех тĕрмене лартма пултараççĕ. Çак яваплăха 2013 çултанпа кĕртнĕ. Преступленийĕн йывăрăшĕ ытла пысăк пулмасан вара тĕрме тапхăрĕ пĕчĕкрех те пулма пултарать.
   Енчен те эсир наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисем пирки мĕн те пулин пĕлетĕр пулсан, район прокуратуринчи «хĕрÿ линие» шăнкăравлама пултаратăр. Номерсем: 2-12-83, 2-13-82.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Первоисточник: Ял ecченe

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика